АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулсем - пирĕн пуянлăх

07 мая 2016 г.

Майăн 9-мĕшĕнче Германие капитуляци туни çинчен алă пуснă ?Европа вăхăчĕпе вăл майăн 8-мĕшĕнче пулнă/, 1996 çулхи майăн 8-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 8000 номерĕ тухнă. 

Редакторăн ум статйинче пичетленсе тухнă пуçламăш пайне улăштармасăр пичетлетпĕр: «Паян сирĕн алăра районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн юбилейлă - 8 пинĕмĕш номерĕ. Çак юбилее çитме утмăл пилĕк çул çĕршывăн, тăван республикăпа районăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе районти ĕççыннисене паллаштарас, вĕсене умри тĕллевсене пурнăçлама мобилизацилес енĕпе паллă вырăн йышăннă. 8 пинĕмĕш хут вăл пичет сăмахне хăйĕн вулаканĕсем патне çитерет, мĕн илтет - çавна çырать. Хаçат ĕçченĕсемпе штатра тăман авторсем район халăхне пурăнма, ĕçлеме, канма, пĕр-пĕринпе калаçма пулăшаççĕ».
«Хĕрлĕ ялав» хаçатра ĕçленĕ тата унпа тачă çыхăну тытнă Вениамин Иванович Туртушов ?Кавал/, Павел Павлович Павлов /Çĕнĕ Кавал/, Тимофей Егорович Кожин /Шăхаль/ вăрçă çулĕсенче тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Унсăр пуçне вăрçăран аманса таврăннă, каярах Чăваш халăх писателĕ ята тивĕçнĕ Василий Степанович Алендей районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата ертсе пынă. 
Ун хыççăн редактор пулса вăрçă участникĕсем В.Андреев /Çĕнĕ Вĕренер/, Ф.Ларионов /Вăрмар поселокĕ/ тăрăшнă.
Эçпепери А.Петров вăрçă участникĕ хаçатпа тачă çыхăну тытнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика