30 апреля 2016 г.
Вăрмар район библиотеки нумаях пулмасть хамăр ентешĕн М.Красновăн «Встреча с волком» çĕнĕ кĕнекипе пуянланчĕ. Вăл авторăн иккĕмĕш кĕнеки, вĕсене Ара Мишши псевдонимпа пичетлесе кăларнă.
Михаил Николаевич, Кĕтеснер ялĕнче çуралса ÿснĕскер, нумай çул Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçленĕ. Ытти нумай яваплă вырăнсенче ĕçленĕ хыççăн 15 çул Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕнче вăй хунă. Чăваш Республикин Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Литература енне малтанах туртăннă пулин те ятарласа хайлавсем шăрçалама нумаях пулмасть тытăннă. Вăл вăтам классенче вĕренекенсем валли вырăсла та, чăвашла та çырать. Унăн пĕрремĕш кĕнеки «Çамрăк юлан утçă» 2015 çулта пичетленсе тухнă. Икĕ кĕнеки те питĕ интереслĕ, ачасене тĕрĕс çулпа утма вĕрентет. Автор хăйĕн кĕнекисене кашни ял, районти ача-пăча библиотекисене парнеленĕ. Çавăнпа та хамăр ентешĕн кĕнекисене библиотекăсенчен илсе вулама сĕнетпĕр. Автора татах та нумай кĕнеке кăларса халăха савăнтарма сывлăх сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.ИВАНОВА, библиотека ecченe.