30 апреля 2016 г.
Хальхи вăхăтра Аслă Мăнкун кунĕ «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн чĕрĕлнĕ!» текен сăмахсене каланине, ыттисене ырă кун суннине илтсен чун савăнать.
Православи тĕнне ĕненекенсем çак кун Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине - Аслă Мăнкуна - пысăк праçник тесе уявлаççĕ. Пурте пĕрле савăнччăр тесех хуйхăллă, йывăр чирлĕ çынсене пулăшма тăрăшăр, ăшăлăх парнелĕр, ырă ĕçсем тăвăр. Халăх чиркÿ çулне такăрлатма тытăнчĕ. Иисус Христосăн хĕрес çинчи асапланăвне асра тытса ирттернĕ Аслă типĕ те хыçа юлчĕ. Чылайăшĕ Туррăмăрăн Ÿчĕпе Юнне ăша илчĕç. Халĕ ĕнтĕ Христос чĕрĕлсе тăнишĕн пурте пĕрле савăнма, вăл хăйĕн асапланăвĕпе пирĕн чунсене тасатнишĕн тав тума, тепĕр Мăнкунччен сывлăх, ырлăх ыйтса çурта çутма чиркÿре иртекен кĕлĕне хутшăнма тăрăшăр.
Мăнкун ячĕпе районти пур чиркÿсенче те кĕлĕсем пулаççĕ. Тăвансем, Мăнкуна хатĕрленсе кил-çурта çуса тасатнă, картишсенче те тап-таса, анчах урамсемпе çырмасенче, ял хĕррисенче эпир тухса пăрахнă тасамарлăх хуçаланать. Тавралăх çÿп-çап купи айне пулни пире пĕрре те илем кÿмест. Пире çимĕç паракан çĕр-аннене хамăрах çапла варалатпăр пулсан, малашне унран мĕн кĕтмелли юлать-ши? Иисус Христос хăй вĕрентĕвĕнче: «Эсир çĕр çинче мĕне çыхатăр, вăл пĕлĕт çинче те çыхăнĕ, çĕр çинче мĕне салтатăр, вăл пĕлĕт çинче те салтăнĕ...», - тесе каланă. Атьăр-ха, тăвансем, эпир те унăн вĕрентĕвне ăша хывса çĕр çинче тĕрĕс пурăнар.
Пурне те Аслă Мăнкун ячĕпе Турă вĕрентĕвне ăса хурса пурăнма сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнлану сунатăп. Турă пиллетĕр сире.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Владимир Байгушев, протоиерей.