АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турра сăваплакансен савăнăçĕ

30 апреля 2016 г.

Турра сăваплакансен савăнăçĕ

Тикаш - районти чи пысăк ялсенчен пĕри. 

Паянхи куна 316 килте 548 çын пурăнать. Ятлă-сумлă çынсем сахал мар тухнă кунтан. Анчах нихăшĕн те Турра ĕненекенсен ыйтăвне тивĕçтерсе ялта чиркÿ тăвас шухăш çуралман. Ку енĕпе Тикашра çуралса ÿснĕ Георгий Иванович Чернов ырă пуçару турĕ. Районта тата республикăра яваплă пысăк должноçсенче ĕçленипе палăрса тăрать вăл. Пермьри ялхуçалăх институтне, партин Чулхулари аслă шкулне, Чăваш ялхуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ. Ялхуçалăх наукисен докторĕ, хăй вăхăтĕнче Вăрмар тата Çĕрпÿ районĕсен Совечĕсен ĕçтăвкомĕн председателĕ пулнă. Чăваш АССР Министрсен Совечĕн пай начальникĕнче, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕнче, ЧР патшалăх статистика комитечĕн пай начальникĕнче, 1990 çултан пуçласа 2010 çулхи ноябрь уйăхĕччен федераллă патшалăх учрежденийĕн «Чувашский» агрохими службин патшалăх центрĕн директорĕнче вăй хунă. Вăл çине тăнипе 2009 çулхи майăн 6-мĕшĕнче Тикашра храм-часовня никĕсне хывнă. Унта Тихвински Турамăш Турăшăн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕпе Л.Ермолаев протоиререйпе Наталия матушка хутшăннă. Храм-часовня çуртне хăпартас ĕçе ертсе пыма Георгий Иванович хăйĕн аппăшĕн ывăлне Александр Геннадьевич Сапаркина шанса панă. Пултаруллă çамрăк ĕçе хастар пикеннĕ. Çурта хăпартнă çĕре Турра ĕненекенсем те активлă хутшăннă. Май пур таран Турăшсем /иконсем/, чиркÿ чанĕсем туянма укçа-тенкĕ парса пулăшнă, субботниксем йĕркеленĕ. Строительсем çине тăрса вăй хунипе храм-часовньăна 2011 çулхи майăн 6-мĕшĕнче, Çветтуй Георги Çĕнтерÿçĕ кунĕнче, савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
Ял халăхĕ ыйтнипе чиркÿ старости пулма Г.Черновăн шăллĕне - Петр Ивановича çирĕплетнĕ.
- 2011 çулхи августăн 8-мĕшĕнче Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид атте пĕрремĕш кĕлĕ ирттерчĕ. Турра ĕненекенсем йышлăн килнĕ. Халиччен Тикашсем кĕл тума Шăхальти тата Мăнçырмари чиркÿсене çÿренĕ пулсан, халĕ хамăр ялтах пур. Хĕрлĕçырсем те кунтах çÿреççĕ, - каласа парать чиркÿ старости Петр Чернов пенсионер. Пенсие тухиччен Пермьри политехника институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта машинăсем тăвакан заводра, проект институтĕнче конструктор пайĕн начальникĕнче вăй хунă вăл.
2011 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава храм-часовньăна çветтит тума килчĕ. Ялшăн курăмлă пулăма чыслă ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ Тикашсем. Варнава митрополит часавая кавир тăрăх кĕчĕ, çветтит тунă хыççăн пухăннă çынсене Турăшсем панă. 2013 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче часовньăри янăравлă чан сасси ял халăхне чăннипех те савăнтарнă. 2015 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа кĕлĕ ирттерме Шăхальти Петрпа Павел апостолсен чиркĕвĕнче ĕçлекен çамрăк пачăшкă Евгений атте ?Филиппов Евгений Иванович/ эрнере икĕ кун килсе çÿрет. Ял халăхĕ ăна кăмăллать, юратать. Вăл Ульяновск облаçĕнче çуралнă чăваш. Ĕçре ăна Мария Чернова, Зоя Морякова, Валентина Николаева, Лидия Васильева Турра ĕненекенсем пулăшса пыраççĕ, Турă юрри юрлаççĕ.
Тикаш тата кÿршĕ ялсенчи Турра ĕненекенсем храм-часовня уçса пархатарлă ĕç тунăшăн, ăс-хакăл чĕрĕлĕвне пысăк тÿпе хывнăшăн Георгий Ивановича чĕререн тав тăваççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ.


Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика