30 апреля 2016 г.
.jpg)
Çуркунне-и, çулла-и, кĕркунне е хĕлле тирпей-илем яланах кирлĕ. Таврари тирпейлĕх яланах илемлĕ. Ачасене кăна мар, аслисене те илĕртет.
Кавал ял тăрăхĕнчи Галина Борисовна Смирнова никам каламасăрах, хушмасăрах тирпей-илемшĕн тăрăшать. Ятарласа «1000 мелочей» журнал та çырăнать, «Хĕрлĕ ялав» хаçат та уншăн ют мар. Хаçат-журналпа çывăх пулни те ăна çак «илемлĕх тĕнчине» ăсталама хистет. Хăш-пĕр чухне йывăрлăхсем те килсе тухаççĕ, укçа-тенкĕ çитменни те чăрмантарать. Анчах та туслă çемье йывăрлăха парăнмасть. Ку ĕçре ăна мăшăрĕ В.Смирнов та хаваспах пулăшать. Мĕн ĕçлеççĕ тетĕр-и; Хăйсен умĕнчи пушă вырăна ачасене валли «юмах тĕнчи» ăсталаççĕ. Кунта ярăнчăкран пуçласа карчăк пÿрчĕ таранах курма пулать. Чи кăсăкли вара хăйсен умне автомашина урапи çине майлаштарса лартнă ĕçлекен сехет тĕлĕнтерчĕ.
Галина Борисовна халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Малтанхи вăхăтра совхозра бухгалтерта вăй хунă. Мăшăрĕпе, Вениаминпа, 3 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсене 4 мăнукĕ савăнтарать. Ĕçчен мăшăр вара тĕрлĕ юмахри сăнсене ăсталаса хăйсен мăнукĕсемпе пĕрле ялти ачасене те савăнтараççĕ. Иртен-çÿрен чарăнса тăрсах паллашать вĕсен ĕçĕпе. Тĕлĕнекен тĕлĕнет, çакăн пек ăста çынсем пурришĕн савăнать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ «Ăста алă савăнăç кÿрет», - тесе.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.