30 апреля 2016 г.
_Preview.jpg)
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев апрелĕн 26-мĕшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе /вĕсем 60 журналист пулчĕç/ ирттернĕ пресс-конференцире пур ыйтăва туллин, уçăмлăн хуравларĕ.
"Сирĕн ĕçе халăх кĕтет, эсир халăха кирлĕ çынсем. Сирĕн паха опыта эпĕ ырлатăп. Малашне те хăвăрăн професси пĕлĕвĕн шайне ÿстерсе пырасса шанатăп, Пурте пĕрле республика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлер", - тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Михаил Васильевич. Вăл журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама пуçличчен, чи малтанах пухăннисене республикăн кăçалхи пĕрремĕш кварталти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчи лайăх кăтартусен шутĕнче вăл промышленноç производствин - 106,8 процент /Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинчи 2-мĕш вырăнта/, ялхуçалăх производствин - 112,3 процент, халăхăн уйăхри вăтам ĕç укçин 103,4 процентпа танлашнă ÿсĕмне палăртрĕ. Промышленноç производствин индексĕ электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕн производствинче - 21,2, апат-çимĕç туса кăларакан производствăра - 16,3, хими промышленноçĕнче 20,4 процент хушăннине, резинăпа пластмасса изделисем туса кăларасси те 20 процент ÿснине палăртнă. Ялхуçалăх аталанăвĕ пирки илес пулсан кунти кăтартусем те питĕ лайăх. Ял хуçалăх таварне туса илессин калăпăшĕ хăпарнă, вăл 112,3 процентпа танлашать. "Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пур енлĕн татса пама тăрăшатпăр. Кăçал та социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярассипе малалла ĕçлетпĕр. Шкулсем, çулсем, спорт çурчĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем хута яма палăртнă. Çавна май пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем те хатĕрлеме палăртнă", - терĕ М.Игнатьев. Çавăн пекех ялсен аталанăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Сăмахран, "Ял тăрăхĕсене комплекслă майпа компактлă аталантарас" программăпа пирĕн республикăна пысăк укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Асăннă укçа-тенкĕ ял тăрăхĕсен урамĕсене çул-йĕр тума, ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансем валли çурт-йĕр хăпартма тата ытти социаллă объектсене хăпартма тата юсама кайĕ. Журналистсем енчен те тĕрлĕ ыйтусем пулчĕç. Вĕсене ытларах республикăри промышленноç аталанăвĕ, çул-йĕрсем тăвасси, çурт-йĕрсем хăпартасси, нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçласси, ялхуçалăхне аталантарасси, ял халăхĕнчен пуçтаракан сĕт хакĕ чакса пыни, ял çамрăкĕсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси тата ытти тĕрлĕ ыйтусем интереслентерчĕç. Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ кунĕ. Журналистсем республика Пуçлăхĕ «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнасси пирки интересленчĕç. М.Игнатьев иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче йывăр çухату тÿсмен çемье çуккине палăртрĕ. Унăн ашшĕ Василий Игнатьев Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, куккăшĕ Николай Семенов фронтра вилнĕ, пĕтĕм тăванĕ валли портретсем туса хатĕрленĕ. Çак акцине пурте хутшăнасси пирки пĕлтерчĕ. Пур ыйтăва та М.Игнатьев тĕплĕн итлерĕ, кашни ыйтăва тулли те тĕплĕ хурав пачĕ. "Пирĕн пурин те ыранхи куна шанса вăй хумалла. Республика çитĕнĕвĕсене Раççей шайĕнче лайăх хак пани, пирĕн хăш-пĕр опыта ытти регионсенче те усă курни - лайăх пулăм. Чи кирли - республикăри тăнăçлăх тата ăнланулăх. Пĕрле пĕр чăмăрта пулса килĕштерсе ĕçлесен çеç пирĕн республика вăйлă аталанса, тĕрекленсе пырĕ", - терĕ М.Игнатьев хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.