30 апреля 2016 г.

«Единая Россия» парти умĕнхи сасăлава хутшăнма тăратнă кандидатсем мĕн чухлĕ сасă пухнине тата миçемĕш вырăн йышăннине шута илмесĕрех вĕсен ĕç активлăхне куçран вĕçертмĕ», - тесе каланă «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов.
Унсăр пуçне вăл çакна та хушса каланă: «Единая Россия» парти хăй çĕршывра чи пысăк политика вăйĕ пулнă май умĕнхи сасăлав вăхăтĕнче тăракан пур тĕллевсене те, пĕр пĕрлĕхлĕ командăна кĕнĕ çынсемпе мĕнпур ыйтусене татса парассипе вăй хурĕ».
Суйлав умĕн иртекен сасăлава хутшăнакан çынсемпе РФ Президенчĕ В.Путин тĕл пулнă вăхăтра РФ Правительствин Пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин председателĕ Д.Медведев парти ретне çĕнĕ çынсем кĕмелли пирки каланă. Тĕлпулу видеоконференци мелĕпе иртнĕ, унăн ĕçне çĕршывăн 85 регион представителĕсем хутшăннă.
Умĕнхи суйлав вăл - çынсене политика тĕлĕшĕнчен карьера тума, хăйсен кандидатурисене тăратса суйлава активлă хутшăнма май парать», - тенĕ Д.Медведев. Çавăн пекех вăл палăртнă тăрăх, «Единая Россия» пуçласа пĕтĕм çĕршыв шайĕпех умĕнхи суйлав ирттерессине йĕркелет. Çакна вăл пĕлсе, парти ретне пирĕн çĕршыври граждансем ытларах килме пултарччăр тесе пурнăçлать.
Д.Медведев каланă тăрăх, умĕнхи суйлав вăхăтĕнче суйлавра тупăшма тăратнă виçĕ пине яхăн çын кандидатурине суйласа илнĕ. Вĕсенчен икĕ пине яхăн çын - «Единая Россия» парти членĕсем тата ăна ырлакан тепĕр пĕр пин çын - нихăш партире те тăманнисем, РФ Президенчĕ тытса пыракан çул-йĕре йышăнакансем, çĕршывăн политика пурнăçне хутшăнма кăмăл тăвакансем.
«Единая Россия» партине никĕсленĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин умĕнхи суйлав çĕнĕ, малшухăшлă çынсене тупса палăртмалли чи курăмлă май пулса тăнине, вĕсем çывхаракан суйлавра хăйсен пĕрремĕш утăмне туса малашне те пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕшĕн тухăçлă ĕçленине, уйрăмах хальхи вăхăтра хăйсен профессине пĕлсе тăвакан çынсем кирлине палăртнă.
«Апла пулин те çакă политикăра ĕçлеме çителĕксĕр пек туйăнать, - тесе хушса каланă В.Путин. - Çавăнпа пĕрлех ĕçе чунпа йышăнмалла тата лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарма тăрăшмалла, пĕтĕм обществăшăн, кашни уйрăм çыншăн чăннипех ĕçлемелле».
В.Путин «Единая Россия» парти юлашки çулсенче ертсе пыракан политика вăйĕ пулса тăни çинчен каланă. Çакă Çĕршыв парламентĕнчи депутатсен йышĕнчен кăна мар, вĕсем тытса пыракан политикăри ĕçĕнчен те килет.
Владимир Владимирович парти малашне те çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе яваплă та виçевлĕ политикăна тытса пырассине шанни çинчен каланă. Çав хушăрах ытлашши çĕкленÿллĕ шăв-шав тата кирлĕ мар сăмах пуххи пулмалла марри çинчен те каланă. Çакă нумай чухне суйлавçăсем суйлавра паракан сассисене хăйсен енне илĕртессипе çыхăнать.
«Единая Россия» парти халиччен кун пек йăласене тытса пыман, шанатăп, малашне те киревсĕр ĕçсем тума ирĕк памĕ», - тенĕ Çĕршыв Президенчĕ.
В.Путин умĕнхи сасăлава хутшăнакансене тÿрĕ кăмăллă пулса хутшăнма сĕннĕ. Çавăн пекех Президент политика тытăмĕнче ĕçлекенсемпе ĕç тăвакан тытăмри çынсем хăйсем пурнăçлакан çăмăл мар ĕçе пĕтĕм яваплăха туйса пурнăçламалли пирки каланă. Çĕршыв Президенчĕпе В.Путинпа тата «Единая Россия» партин, РФ Правительствин председателĕпе Д.Медведевпа иртнĕ тĕлпулăва асăннă партинчи Чăваш Енрен умĕнхи сасăлава тăратнă кандидатсем те хутшăннă.
«Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов тĕлпулăва хутшăннисен шухăшне пĕтĕмлетсе: «Çак пулăма хутшăнса эпир ырă вăй-хăват илтĕмĕр, пирĕн Президентпа пĕрле епле вăйлă команда тăнине тепĕр хут ăнланса илтĕмĕр. Эпир Чăваш Ен тата Тăван Çĕршыв аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывма хатĕр».
Источник: "Урмарская районная газета"