АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен ветерансен пуçарулăхĕнчен тĕслĕх илмелле

30 апреля 2016 г.

Çамрăксен ветерансен пуçарулăхĕнчен тĕслĕх илмелле

Районта  ĕçлĕ çулçÿревпе ЧР Патшалăх Канашĕн  Председателĕн заместителĕ, Пĕтĕм  Раççейри «Единая Россия»  политика партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов  пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов кĕтсе илчĕç.

Н.Малов тата района ертсе пыракансем вырăнти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă. Малтанах ĕçлĕ ушкăн районти Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул коллективĕпе курса калаçнă. Нумай çул ачасене тĕрĕс воспитани тата тарăн пĕлÿ парас тесе тăрăшакан Г.Левина, В.Антонова, С.Игнатьева вĕрентекенсене «Единая Россия» партин Тав çырăвĕсене панă. Сăмах май каласан, ку шкул Чăваш Енре кăна мар, Федераци шайĕнче те ырă енĕсемпе палăрнă: 2007 çулта РФ Президенчĕн Грантне çĕнсе илнĕ, 2011 çулта вĕрентÿ учрежденийĕсен профсоюз организацийĕн республикăри конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, 2014 çулта Раççейри яллă шкулсем хушшинчи чи лайăх 200 шкулсен шутне кĕнĕ, çак çулах вĕренекенсем «Раççейри ăс-хакăлпа творчествăри пултарулăх» конкурса хутшăнса «Вĕсемпе Раççей мухтанать!» пултаруллă ачасен пурнăçне уçса паракан пĕтĕмлетÿ пуххине кĕнĕ. 
Ĕçлĕ ушкăн Шутнерпуçĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн Ф.Михайловăн килне çитсе курнă, çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă. Николай Владимирович фронтовика саламланă май, чунпа çирĕп пулма ăнăçу суннă. Çав çулхи çынсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. 70 çул вĕсем çамрăксене паттăрлăха, çирĕплĕхе, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтараççĕ. «Пирĕнте çĕнтерÿçĕ-халăхсен юнĕ пуррине çамрăксен асрах тытмалла», - тенĕ Н.Малов.
Федор Михайлович 1944 çулта вăрçа тухса кайнă. Вăл Лăпкă океан флотĕнче çапăçнă, Японисемпе те вăрçа хутшăнма тивнĕ ăна. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденне тата Жуков медальне панă. Федор Михайлович Раççейĕн тава тивĕçлĕ ветеринарĕ, нумай çул Çĕрпÿ районĕнчи хуçалăхра тĕп ветеринари врачĕ пулса ĕçленĕ. Раççей Президенчĕн вăрçă участникĕсене хваттерпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн хваттер илме килĕшмен районти пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ. Ялти кил-çуртне юсаса парсан аваннине пĕлтернĕ хисеплĕ ветеран сăпайлăн. Николай Владимирович райадминистрацин ларусен залĕнче район активĕпе те тĕл пулнă. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика