АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автоçул - кун-çул малашлăхĕ

30 апреля 2016 г.

Çул-йĕр тытăмĕ яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă, вĕсен кăлтăкĕсемпе çитменлĕхĕсем çутçанталăкăн улшăну тапхăрĕсенче - çуркунне, кĕркунне палăраççĕ. Çак кунсенче республикăна РФ Транспорт министрĕ М.Соколов килни те ахальтен мар.

ЧР Правительство çуртĕнче М.Игнатьев М.Соколов Министра Шупашкарăн тĕп панорамипе паллаштарнă. Çул-йĕрпе çыхăннă проектсем пирки каласа кăтартнă, вĕсене пурнăçа кĕртсе пынине пĕлтернĕ. Инфратытăма, туризма, социаллă сферăна аталантарассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яни пирки те асăннă, регионăн çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн каласа хăварнă. РФ Транспорт министрĕ регионта çулсемпе çыхăннă объектсене пурнăçа кĕртме Федераци бюджетĕнчен 916 млн тенкĕ пулăшу уйăрнăшăн тав тунă.
РФ Транспорт Министрĕ М.Соколов республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. РФ Транспорт министрне М.Соколова ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тав сăмахĕсем каланă. 2015 çулта регионти çулсене тирпейлеме пĕтĕмпе 3,7 млрд тенкĕ куçарнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ М.Соколова регионти тĕп проектсем пурнăçланса пыни пирки каласа панă, çăмăллăхсемпе усă куракан çынсен транспорт ыйтăвĕсене туллин татса панине пĕлтернĕ. 
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин уйрăм çивĕч ыйтусем çинче ытларах чарса тăнă. Пĕлтĕр республикăра 30 çухрăм автоçул сарнă, 112,4 çухрăм çулсем çинче тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ - вĕсенчен 59 çухрăмне ял тăрăхĕсенче пурнăçланă. 2016 çулта çул-йĕр строительствине пурĕ 3 млрд тенкĕ уйăрма палăртса хунă, вĕсенчен 1 млрд тенкине Федераци хыснинчен уйăраççĕ. М.Соколов регионсенчи кĕперсем пирки сăмах пуçарнă май, Росавтодор ятарлă программа йышăнма хатĕрленнине пĕлтернĕ. М.Соколов республика Правительстви çулсемпе тухăçлă ĕçленине палăртнă. «Раççей Федерацийĕн Президенчĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн, çитес вунă çулта çулсене икĕ хут ытларах хута ярассипе йышăннă программа Чăваш Енре питĕ лайăх пурнăçа кĕрсе пырать, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсенче кун пек мар», - тенĕ министр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика