АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна улшăнусем кĕртеççĕ

27 апреля 2016 г.

Саккуна улшăнусем кĕртеççĕ

«Коллекторсен ĕç-хĕлне патшалăх енчен хытă тĕрĕслени кирлĕ», - тесе палăртнă РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» партин Тĕп канашĕн президиумĕн членĕ А.Аршинова.

РФ Патшалăх Думин малтанхи вулавĕнче Административлă право йĕркин Кодексне кивçен укçа илнĕ граждансене  тавăрмаллипе çыхăннă  прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе саккуна пăснă коллекторсене явап тыттармалли  çинчен тÿрлетÿсем кĕртнĕ. 

РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова коллекторсем çинчен нумай калаçтаракан саккун проекчĕ çинчен çапла каланă: «Асăннă темăпа сÿтсе явма депутатсене 10 тĕрлĕ ĕç кăтартăвĕ тăратнă. Шухăшсем тĕрлĕрен пулнă. Коллектор конторисене пĕтересси тата ытти ыйтусем те пулнă. Тĕрлĕрен калаçнă хыççăн малтанхи вулавра пур енлĕ хатĕрлесе çитернĕ саккун проектне йышăннă. Унăн авторĕсем - Раççей Федерацийĕн Канашĕн спикерĕ В.Матвиенко, РФ Патшалăх Думин спикерĕ С.Нарышкин, Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин профильлĕ финанс комитечĕсен пуçлăхĕсем - С.Рябухинпа Н.Гончар. 
Раççей законодательствинче коллекторсен службин ĕçĕ-хĕлне ăнлантарса паракан çирĕп нормăна палăртман. Вĕсем усă куракан меслете ытларах чухне Административнăй, тепĕр чух Уголовнăй Кодексĕсемпе те пăхса тухаççĕ. Юлашки вăхăтра коллекторсен пуçтахланăвĕ йышланса кайнине палăртмалла. Куншăн преступниксене явап тыттармалла. Юридици сăпатĕнчи коллекторла организацисем хăйсен ĕçтешĕсемшĕн нимĕнле яваплăха та туймаççĕ. Саккун проекчĕ ку енĕпе яваплăха туйма кирлине палăртать». 
Çÿлерех асăннă саккуна пăсса коллекторсем кивçене вăхăтра тавăрса паман граждансемпе ĕçленĕ чух саккунран пăрăнсан должноçри çынсене 20 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран административлă штраф хураççĕ е 6 уйăхран пуçласа çулталăкчен çак ĕçе пурнăçлама чараççĕ; юридици сăпатĕнчи çынсене - 50 пин тенкĕрен пуçласа 500 пин тенкĕ таранччен штраф е административлă правăна пăснăшăн вĕсен ĕç-хĕлне 90 талăкчен чарса лартма пултараççĕ. 
А.Аршинова каланă тăрăх, асăннă саккун проектне йышăнсан Раççейре «профессионаллă шыраса илекенсем» ăнлав пурнăçа кĕрĕ, вĕсене шута илекен Патшалăх реестрĕ тата вĕсен ĕçне тĕрĕслекен пĕрлехи уполномоченнăй органĕ пулĕç. Коллекторсен ĕçĕ-хĕлĕн компанине тытса тăма 10 миллион тенкĕрен кая мар укçа пулмалла, парăмлисем умĕнче хăйсен яваплăхне страхлама 10 миллион тенкĕрен кая мар укçа хывмалла. Организаци руководителĕн ĕçе пĕлсе пурнăçлани кирлĕ. 
Çĕнĕ саккун граждансен прависене хÿтĕлеме тивĕçлĕ. Тĕслĕхрен, канмалли тата уяв кунĕсенче парăмлă граждансене коллекторсен чăрмантарма юрамасть, ĕç кунĕсенче кăнтăр вăхăтĕнче эрнере 2 хутчен кăна шăнкăравлама юрать. Парăм пур граждансем çинчен Интернетра, çуртсем çинче, подъездсенче информаци вырнаçтарма юрамасть. Тÿлемелли вăхăт 3 уйăх иртсе кайнă пулсан граждансене çакă коллекторсемпе çыхăну тытассинчен пăрăнма май парать. Унсăр пуçне, парăмлисем хăйсен представительне коллектор организацийĕсемпе тÿрремĕнех калаçма ирĕк пама пултараççĕ. 
«Калаçу питĕ çивĕч пулчĕ, - тесе палăртнă Алена Игоревна. - Халĕ саккуна йĕркелекенсене тÿрлетÿсем кĕртме вăхăт панă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем хăйсен полномочийĕсем вĕçлениччен асăннă саккун проектне йышăнасса шанатпăр».

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика