27 апреля 2016 г.
Нумай функциллĕ центрта куçман пурлăхпа çыхăннă документсене йĕркелесси чи анлă сарăлнисенчен пĕри. Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçламăшĕнчен ку енĕпе нумай функциллĕ центра 38 пин ытла çын хăйсен ыйтăвĕпе килнĕ. Çакă вара çулталăк пуçламăшĕнчи малтанхи 3 уйăх хушшинче ЧР бюджетне 24 миллион тенкĕ ытла пуянлатнă.
Çак çултан патшалăх пошлинин пĕр пайĕ вырăнти бюджета каять. Сăмахран, енчен те гражданин Шупашкар хулинчи нумай функциллĕ центра документсене тăратать пулсан, патшалăх пошлини çакăн пек пайланать: 50 проценчĕ - федераллă бюджета, 25 проценчĕ - республика бюджетне, тепĕр 25 проценчĕ Шупашкар хула бюджетне каять. Çулталăк пуçламăшĕнчен пуçласа республика бюджетне 12 миллион тенкĕ ытла кĕнĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Росреестрaн Чaваш Республикинчи Управленийeн пресс-служби.