АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿ - ăсталăхпа техника хăватĕнче

27 апреля 2016 г.

Çитĕнÿ - ăсталăхпа техника хăватĕнче

ЧР Ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов пĕлтернĕ тăрăх  кăçал республикăра çурхи ака ĕçĕсем пур районсенче те пĕлтĕрхипе танлаштарсан иртерех пуçланнă.

Кăнтăрти районсенче çурхи культурăсем йышăнакан çĕрсене сÿрелеме, культиваци, çав вăхăтрах ака ĕçĕсем тума пуçланă пулсан, пирĕн районта кĕрхи ялхуçалăх культурисене апатлантарасси вăй илсе пырать. Çак ĕç уйрăмах «В.Иванов» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче анлă сарăлнă. Кунта 511 гектар çинче «Московская-56» кĕрхи тулă акса хăварнă. Халĕ асăннă культура йышăнакан лаптăксене аммиак селитрипе апатлантараççĕ. Технологипе пăхнă тăрăх пĕр гектар пуçне 150 килограмм кирлĕ им-çам хываççĕ.
Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Н.Николаев, тĕп специалист-эксперт-агроном Н.Шанина, «В.А.Иванов» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче пыракан ĕçсемпе паллашма пынă чухне А.Васильев механизатор МТЗ-12.21 трактор çумне кÿлнĕ «Амазония» ака комплексĕпе çÿлерех асăннă удобренипе кĕрхи культурăсене апатлантаратчĕ.
Хуçалăх руководителĕ В.Иванов çак агрегат пĕр еннелле кайнă чухнех 24 метр сарлакăш лаптăка кирлĕ им-çампа апатлантарма пултарни çинчен пĕлтерчĕ.
Пай начальникĕ Н.Николаев тата Н.Шанина кăçал кĕрхи культурăсем ăнăçлă хĕл каçнине палăртрĕç.
Владимир Анатольевич вара çурхи ака вăхăтĕнче пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ - пĕтĕмпе тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 2000 гектар çинче акса хăвармалла. Çакна пурнăçлама паха кондициллĕ вăрлăх та, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, техника та çителĕклĕ. В.Иванов çирĕплетнĕ тăрăх кĕске вăхăт хушшинче хуçалăх уй-хирĕсене 11 техника единици - вăрлăх турттаракан икĕ автомашина, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлакан хăватлă 9 трактор тухмалла. Кун пек вăйпа 2 пин гектара кĕске вăхăтрах «парăнтарасси» пĕр иккĕленÿ те çуратмасть.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: в.толматов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика