23 апреля 2016 г.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ. Çанталăкăн кашни лайăх кунĕпе туллин усă курас тесе «Г.Ямуков» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çурхи ака ĕçĕсем пуçланчĕç.
Хуçалăх Кĕлкеш, Чулкас ял тăрăхĕн территорийĕсенчи 1700 гектар çĕр çинче тĕрлĕ йышши культурăсене акса-лартса илет. Çав шутран çурхи тĕш-тырă культурисене 1250 гектар çинче акса хăварма пăхнă. Г.Ямуков пĕлтернĕ тăрăх, çакна пурнăçлама паха кондициллĕ вăрлăх та, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакан хăватлă техника та çителĕклĕ. Халĕ уй-хире 8 техника единици тухнă: М.Архипов ТГ-90 тракторпа кунне 70-80 гектар çинче çĕре сÿрелет, Ю.Власов культиваци тăвать. Н.Васильевпа Э.Макаров водительсем вăрлăх турттараççĕ, В.Григорьев МТЗ-12.21 трактор çумне кÿлнĕ сеялкăпа Л.Дмитриевпа Е.Егоров механизаторсем вăрлăх акаççĕ, унпа пĕрлех минераллă удобренипе апатлантараççĕ. А.Михайлов акнă хыççăн тракторпа çĕре пусăрăнтарса пырать. Хуçалăхра «Экада-70» çурхи тулла 850 гектар çинче акса хăварма палăртнă пулсан, паянхи кун тĕлне ăна 100 гектар ытларах акнă. Çавăн пекех 400 гектар çинче акса хăварма урпан «Эльф» элита вăрлăхне 100 тонна чухлĕ туяннă.
«Çанталăкĕ уяр тăрсан çурхи ака ĕçĕсене хăвăртах вĕçлеме пур майсем те çителĕклĕ», - пĕтĕмлетет шухăшне хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Николаевич.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.