АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Малов: «Вырăнти влаç - çынсемпе чи çывăххи»

23 апреля 2016 г.

Апрелĕн 21-мĕшĕнче  Раççейре хăйтытăмлăх органĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çак уява ирттерме  РФ Президенчĕ В.Путин  2012 çулта ятарлă Указпа çирĕплетнĕ.

Чăваш Енри хăйтытăмлăх структури аталанса пыни пирки «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ, патшалăхпа строительство комитечĕн председателĕ, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент тата депутатсен этики енĕпе ĕçлекен Н.Малов çапла калать:
«Единая Россия» партин пирĕн республикăри руководителĕсем хуласемпе районсене тата хула, ял тăрăхĕсене аталантарассишĕн яланах тăрăшнă. Чăваш Ен экономикине аталантарассишĕн тăрăшнă май эпир социаллă политикăна та манмастпăр. Вăл вара социаллă инфраструктура вырăнта аталанса пынипе пулса пырать.
Эпир республикăра хальхи вăхăтри 100 фельдшерпа акушер пункчĕ уçма шантарнăччĕ, вăл пурнăçланчĕ. Çитес çулсенче çакăн йышши тепĕр 50 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайĕ.
Пĕтĕм район центрĕсенчех физкультурăпа сывлăх комплексĕсем, Шупашкар хулинче хальхи вăхăт ыйтăвне тивĕçтерекен «Шупашкар-Арена» Пăр керменне хута ятăмăр. Палăртсах калатăп: нумай регионсенче хальхи йышши объектсем пирки ĕмĕтленме кăна пултараççĕ.
Ял шкулĕсенчи 69 спортзалра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр, çитес вăхăтра тата тепĕр 24 спортзала çĕнетме палăртнă.
«Единая Россия» партин «Ача сачĕсем - ачасемшĕн» проекта пурнăçласа çĕнĕ йышши 50 ача сачĕ хута янă. Хальхи вăхăтра «Единая Россия» партин çĕнĕ шкулсем туса хута ярас енĕпе ĕçлекен федераллă программине пурнăçлассишĕн вăй хуратпăр. Республикăра çитес 10 çулта тепĕр 30 çĕнĕ шкул пулмалла. Çÿлерех асăннă ĕçсем пурте «Единая Россия» партин командипе пĕрле вăй хунипе пулнă.
Ял тăрăхĕсенчи çулсене юсасси - вырăнти влаçăн тивĕçĕ, анчах та ял тăрăхĕсен бюджечĕ хĕсĕкрех пулнине кура вĕсем çак ĕçе хăйсем тĕллĕн пурнăçлаймаççĕ. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерме çул-йĕрсем кирлех. Çак тĕллевпе 2015 çулта яллă вырăнсенче вак чул сарса автомобиль çулĕсем тума тытăннă. Иртнĕ çул вĕсене пĕтĕмĕшле шутласан 21 яллă вырăнсенче 12,3 километр тăршшĕ сарнă. Ку питех те сахал, çул-йĕре кашни ял çынни патнех çитермелле. Çавăнпа та 2015 çулхи программăна пурнăçа кĕртсе 2016 çулта çул-йĕр тăвассине вĕçлеме палăртнă. 99 яллă вырăнсенче вак чул сарса 49,9 километр тăршшĕ çул тумалла. 2016 - 2021 çулсенче 200 километр тăршшĕ автомобиль çулĕ хывмалла.
Муниципалитетсене аталантарас тата вырăнти хăйтытăмлăх законодательствине пурнăçа кĕртес ыйтусене республика руководителĕ, Чăваш Ен Парламенчĕ тăтăшах контрольлесе тăрĕç. Патшалăх Канашĕн пирĕн профильлĕ комитечĕ те пысăк ĕçсем туса ирттерет. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче комитет членĕсем «Хăй тытăмлăх çинчен калакан федераллă тата регионти законодательствăсене улшăнусем кĕртесси çинчен» темăпа иртнĕ «çавра сĕтел» ĕçне активлă хутшăннă. Пăхса тухнă хыççăн кирлĕ органсен адресĕпе сĕнÿсем ярса панă.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче Саратов облаçĕнче иртнĕ «Раççейĕн паянхи ялĕ» парти форумне ял территорийĕсене аталантарассине халалланă. Унта манпа пĕрле Шупашкар хула пуçлăхĕ, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхĕсен Канашĕн председателĕ Л.Черкесов та хутшăннă. 
Форумра 2 пине яхăн делегат хутшăннă. Унта агропромышленность комплексне аталантарас çул-йĕрсене, ял халăхне ĕçпе тивĕçтерес, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ тата социаллă хÿтлĕх ыйтăвĕсене, çавăн пекех ялти журналистикăн ял аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне сÿтсе явнă. Тĕп тема вара апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ пулнă.
Форумăн пленарлă ларăвĕнче «Единая Россия» партин Председателĕ, РФ Премьер-министрĕ Д.Медведев тухса калаçнă. Вăл аграри политики партишĕн яланах малти вырăнта пулнине палăртнă. Çавăн пекех вăл ялта пурăнакансем хуларисенчен кая мар условисенче пурăнмалли пирки те чарăнса тăнă.
Чăваш Енре пурăнакансем ку енĕпе Раççейри ытти регионтисемпе танлаштарсан чылай лайăхрах пурăннине палăртмалла. Раççей шайĕпе танлаштарсан фельдшерпа акушер пункчĕсене тăвассипе пирĕн республика опычĕ питех те пĕлтерĕшлĕ.
Калаçăва вĕçленĕ май Чăваш Енре пурăнакансене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кунĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп. Çавăнпа пĕрлех харпăр хăй пурăнакан тăван ялсемпе саласене аталантарас çĕре активлă хутшăнмаллине аса илтеретĕп».

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика