23 апреля 2016 г.

В.Вернадский ячĕллĕ Правительствăлла мар экологи фончĕ пуçарнипе апрелĕн 16-майăн 21-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Ешĕл çуркунне» экологи субботникĕ пынă май поселокра, районта вырнаçнă предприятисемпе организацисен, учрежденисен территорийĕсенче тасалăха тытса тăрас тата тирпей-илем кĕртес тĕллевпе Вăрмар хула тăрăх администрацийĕ икĕ уйăхлăх ирттерме йышăннă.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем, халăха пичет продукцийĕпе тивĕçтерекен уйрăм çын предприниматель Л.Васильева, «Илем» çĕвĕ цехĕнче вăй хуракансем те экологи субботникне хапăл тусах йышăнчĕç. Субботника хутшăнса пурте территорине çÿп-çапран тасатса тирпей-илем кĕртме тÿрĕ кăмăлпа хутшăнчĕç /ÿкерчĕк çинче/.
Акă, Шăхальти ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем тата ял çыннисем пурте пĕрле кар тăрса Çĕнтерÿ Паркĕн территорине тирпей-илем кĕртнĕ, хĕл хыççăнхи çÿп-çапа, пĕлтĕрхи типĕ курăка пĕр çĕре пухса тиенĕ, территоринче ÿсекен тĕмсен, йывăçсен типĕ тураттисене касса майланă.
Чупай ял тăрăхĕнче те асăннă субботнике ял администрацийĕн специалисчĕсем, культура ĕçченĕсем, «Светлана» тулли мар яваплă обществăра вăй хуракансем активлă хутшăннă. Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ ятпа йывăç-тĕм лартнă территорисене тасатнă. Пĕлтĕр çуркунне лартнă лăсăллă йывăçсем, йăмрасем пире хăйсен илемĕпе кĕçех савăнтарĕç, çакă вăл çыннăн сывлăхĕшĕн тăрăшниех пулать. Цифрăсен чĕлхипе илсен йывăçсем сывлăшри тусанăн 30 процентне тытса юлаççĕ. Пĕлме çакă та кăсăклă: пĕр гектар çине лартнă 400 тĕп йывăç сывлăшри 340 килограмм тусана тасатать, унсăр пуçне кислород кăларать.
Тикаш ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Вĕренерте те масар территорине çÿп-çапран тасатнă, тирпей-илем кĕртнĕ. Çак ĕçе Çĕнĕ Вĕренер ял депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, ял старости Н.Иванов йĕркелесе пынă. Хăйсен активлăхĕпе уйрăмах В.Яковлев, Л.Архипов, В.Кондратьев, В.Степанов, Н.Николаева, А.Павлова, Е.Яковлева, Н.Ефремова, Е.Петрова, А.Ефремов палăрнă.
Çу кунĕсенче тасалăхшăн тăрăшни уйрăмах кирлĕ. Поселокра е ялта, пур çĕрте те таса та тирпейлĕ пултăр тесе кĕрешни вăл хамăр сывлăхшăн тăрăшнине пĕлтерет.
Источник: "Урмарская районная газета"