АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пулăшу кирлисене куçран вĕçертмеççĕ

23 апреля 2016 г.

Тĕрлĕ категорири граждансене  социаллă пулăшу парас йĕркипе  Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин ветерансемпе,  инвалидсемпе ĕçлекен тата халăха социаллă пулăшу паракан пайĕн начальникĕ Елена Викентьевна ЗАЙЦЕВА  паллаштарать.

Ыйту: Чăваш Республикинчи Правительство миçе çынна социаллă пулăшупа тивĕçтерет?
Хурав: Чăваш Енри 346,4 пин çынна. Вĕсем 34 енĕпе тĕрлĕрен социаллă тÿлевсем илсе тăраççĕ.
Ыйту: Чăваш Енре вăрçă тата ĕç ветеранĕсем миçе?
Хурав: кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 219,6 пин вăрçă тата ĕç ветеранĕ пурăнать.
Ыйту: Чăваш Республикинчи миçе ĕç ветеранĕ Хисеплĕ ят илнĕ?
Хурав: Чăваш Республикинче 46,7 пин ĕç ветеранĕ пурăнать. Вĕсем пурте Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев йышăнăвĕпе ĕç стажне кура Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ ята илнĕ. 2016 çулхи пĕрремĕш кварталта 651 гражданин «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илнĕ тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята 1206 гражданин тивĕçнĕ.
Ыйту: мĕншĕн хăш-пĕр ветерансем уйăхсерен паракан пособине илмеççĕ?
Хурав: хальхи вăхăтра уйăхсерен паракан пособине ĕçлекен ветерансем илмеççĕ. Ветерансен йышĕнчен шутласан пособи илменнисем 15 процента яхăн.
Ыйту: «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ ĕçлекен граждансен тÿлевĕ сыхланса юлать-и?
Хурав: Пĕтĕмпех экономикăри лару-тăруран килет. Çакă бюджета укçа-тенкĕ пырса кĕнинчен те, ку ытларах республикăра пурăнакан кашни çынранах килет, мĕншĕн тесен нумайăшĕ ĕçе кĕнĕ чухне ĕç килĕшĕвĕ ?без оформления трудовых отношений/ тумасăр вăй хурать. Çапла вара бюджета налук укçи кĕмест. Ĕç килĕшĕвĕсĕр ĕçленине кура кăна республика бюджетне çулсерен 2,5 млн тенкĕ укçа-тенкĕ кĕмесĕр юлать. Танлаштарса пăхма кăна: çав хушăра ветерансене çулталăкра тÿлеме 2 млрд тенкĕ укçа каять.
Ыйту: мĕншĕн социаллă тытăмра ĕçлекенсен ĕç укçи инвалидсене тата аслă çулхи çынсене социаллă пулăшу панинчен пĕчĕкрех?
Хурав: 2015 çулта Чăваш Республикинче социаллă работниксен вăтам ĕç укçи 12280,6 тенкĕпе танлашнă е республикăри экономика тытăмĕнче ĕçлекенсемпе танлаштарсан - 61 процент. 2011 çулта вара çак кăтарту 4568,9 тенкĕ пулнă, республикăри экономика тытăмĕнче ĕçлекенсемпе танлаштарсан çакă 31 процент шутланнă. Юлашки 4 çул хушшинче социаллă работниксене ĕç укçи тÿлесси 2,5 хут ÿснĕ. Çакă РФ Президенчĕ 2012 çулта «Патшалăхăн социаллă политикине пурнăçа кĕртес мероприятисем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн бюджет сферинчи ĕçченсен, çав шутра социаллă работниксен те ĕç укçи пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ÿссе пынипе çыхăннă. Социаллă служба сотрудникĕсен ĕç укçи ?«çул картти»/ ÿсесси ума лартнă мероприятисен комплексне пурнăçланинчен 2018 çул тĕлне Чăваш Республикинче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçин тупăшĕ чухлĕ çитерме май парать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика