23 апреля 2016 г.
Чăваш Енри ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă 100 ытла тăлăх ача «Ачалăх çăлтăрĕсем» ача-пăча творчествин республикăри фестивалĕнче тата «Çăлтăр ушкăнĕ» художествăлла пултарулăх конкурсĕнче лауреат ятне тивĕçрĕç.
Шупашкарти «Южный» культура çуртĕнче ачасем конкурса тĕрлĕ номинацисемпе - «Юрă юрласси», «Ташă ташласси», «Илемлĕ сăмах», «Хăйнеевĕр жанр», «Инструменталлă жанр» - хутшăнчĕç.
Чи лайăх пултарулăх коллективĕсем июнĕн 10-11-мĕшĕсенче Ижевск хулинче пулакан фестивале хутшăнĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР Культура, национальноcсен eceсен тата архив eceн министерстви.