23 апреля 2016 г.
Чăваш Республикин ачашăн паракан пособин законодательствине улшăнусем кĕртнĕ.
Чăваш Республикин 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи «ЧР законодательствин уйрăм акчĕсене улшăнусем кĕртни çинчен» калакан саккуна граждансен адрес принципне тытса пырассине тата Раççей Федерацийĕн законодательствинчи халăх ыйтăвне шута илсе улшăнусем кĕртнĕ.
«Ача пур граждансене патшалăх пособийĕсене парасси çинчен» 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи 46-мĕш номерлĕ саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ палăртнă тăрăх, çемье тупăшĕ çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçин калăпăшĕнчен пысăк пулмасан уйăхсерен ачашăн паракан пособине илме пулать. Енчен те малтан уйăх вĕçленсен ачашăн уйăхсерен тÿлемелли пособи докуменчĕсене социаллă хÿтлĕх пайне 6 уйăх хушшинче тăратма пултарнă пулсан ?юлашки 6 уйăхшăн хушса тÿленĕ/, халĕ вара тÿлев тапхăрне кĕскетнĕ, урăхла каласан, тÿлев заявлени панă кунтан вăя кĕрет. Юлашки 6 уйăхшăн хушса тÿлекен пособи сыхланса юлнă. Çакă вăл ача çуралнăранпа 6 уйăх хушшинче пĕрремĕш хут заявлени çырнипе çыхăннă.
Çавăн пекех Чăваш Республикин 2016 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче вăя кĕнĕ февралĕн 26-мĕшĕнчи 53-мĕш номерлĕ Министрсен Кабинечĕн Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çемье тупăшне кăтартакан справкăсене пухассипе улшăнусем кĕртнĕ. Ку вăл кашни 6 уйăхран ашшĕ-амăшĕн ?çавăн пекех пĕччен ача çитĕнтерекен амăшĕн/ тупăшне кăтартакан справкăпа çыхăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.СЕМЕНОВА, районти халaха социаллa хyтлeх паракан пай начальникe.