АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пинерсем çуллахи старта тухрĕç, пултарулăхне кăтартрĕç

23 апреля 2016 г.

Пинерсем çуллахи старта тухрĕç, пултарулăхне кăтартрĕç

27-мĕш хут ĕнтĕ Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Ю.Семенов интернационалист воина тата Пинер ял Совечĕн председательне А.Васильева асăнса апрелĕн 16-мĕшĕнче çăмăл атлетсен эстафети иртнĕ. Çулсеренех кунта хамăр район спортсменĕсем кăна мар, кÿршĕри Куславкка районĕнчи спортпа туслă тĕрлĕ çулсенчи çынсем те хутшăннă.

Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, Пĕтĕм Раççейри «Афганистан ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри союзĕ» организацин Чăваш Республикинчи председателĕ И.Кашаев, шкул директорĕ Г.Боредский саламланă.
Ăмăртура мала тухассишĕн уйрăм спортсменсем, командăсем тупăшнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе призсем парса чысланă.
Пысăк мероприятисем спонсорсем пулăшмасăр пулмасть. Эстафетăна ирттерме çÿлерех асăннă И.Кашаев, шкултан вĕренсе тухнă А.Петров, С.Павлов, Т.Иванова, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Боредский пулăшу кÿчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Л.ВАСИЛЬЕВА, шкул директорeн вeрентyпе воспитани енeпе ecлекен заместителe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика