23 апреля 2016 г.
Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче 2016 çулта граждансене социаллă пулăшу кÿресси, экологи субботникĕсене тата Йывăç кунне йĕркелесе ирттересси, хула, ял тăрăхĕсенчи урамсенче, çул хĕррисенче, масарсен территорийĕсенче тирпей-илем кĕртесси, Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатĕрленсе ирттересси, çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçласси, çуркуннехи-çуллахи вăхăтсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă мерăсене тытса пырассине сÿтсе явнă. Çавăн пекех Ĕç çыннин çулталăкĕнче ял, хула тăрăхĕсенче районти тĕрлĕ сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕсемпе тĕлпулусем ирттерме, инвалидсемпе пĕччен пурăнакан ватăсем патне çитме палăртнă.
Пĕрлехи информаци кунне ЧР Культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов, ЧР Патшалăх статистикин Федераллă службин Территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, Чăваш Ен - ЧР Правосудие ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров, «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» ЧР бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, унăн заместителĕсем А.Михайлов, Н.Павлов тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн район администрацийĕн ларусен залĕнче райадминистрацин пай пуçлăхĕсемпе, тĕп специалисчĕсемпе тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех йăлана кĕнĕ йĕркепе амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене ку хутĕнче Вăрмар поселокĕнчи Н.Хваткинана, Арапуç ялĕнчи Н.Карпована пачĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене илнисене саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
Унтан информаци кунĕн членĕсем ушкăнсем çине пайланса Арапуç, Энтрияль, Кавал, Кĕтеснер, Аслă Чак ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР Культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов Арапуç ял тăрăхне çитсе кунти ял тăрăхĕн администрацийĕн, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн, «Теремок» ача сачĕн коллективĕсемпе тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сÿтсе явнă.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах çуркунне тавралăха тирпей-илем кĕртесси малти вырăнта тăрать. Çавна май пирĕн районта кăçалхи апрелĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 12-мĕшĕччен территорисене хăтлăх кĕртессипе ĕçлемеллине палăртнă. «Ку ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ нумай кирлĕ мар. Пирĕнтен кашни хăй пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртсен тăван тавралăх таса та хăтлă пулĕ», - терĕ А.Тихонов çак ыйтăва хускатнă май. Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунне килнĕ ушкăн членĕсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине халалланă уява ĕç коллективĕсен тивĕçлĕн кĕтсе илмеллине, çавна май палăксене, обелисксене тирпей-илем кĕртмеллине, юсаса сăрламаллине палăртрĕç. Унсăр пуçне паллă мероприятие асăнса районта «Георги ленти», «Астăвăм вахти», «Патриотсен тупăшăвĕ» акци, «Астăвăм çурти» митинг-концерт, «Вилĕмсĕр полк» шестви иртĕ.
Çурхи ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра ирттересси те тĕп темăсенчен пĕри пулчĕ. Палăртма кăмăллă: районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем ку енĕпе тивĕçлипех хатĕрленнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем, кондициллĕ вăрлăх çителĕклĕ. Иртнĕ кунсенче вара «Ямуков Г.Н.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕ çурхи ака ĕçĕсене пуçларĕ те.
Граждансене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç Пĕрлехи информаци кунĕнче. Унсăр пуçне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ыйтăва та пăхса тухрĕç. Кăçал пирĕн районта 3 пушар пулнă ?иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 7 пушар алхаснă/. Чылайăшĕ ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенчи, уйрăм кил хуçалăхĕнчи пахчасенче типĕ курăка çунтараççĕ, çавна пулах пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Кун пек чухне тимлĕхе çухатмалла маррине асăрхаттарса хăварчĕç.
Туса илнĕ ялхуçалăх продукцине ăçта вырнаçтарас ыйтăва та хускатрĕç асăннă ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Ялхуçалăх продукцине вырнаçтарас текенсем валли ятарласа апрелĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа майăн 21-мĕшĕччен Шупашкарта «Çуркунне-2016» ятпа уйăхлăх йĕркеленĕ. Вăл «ТК «Николаевский» АУОра иртет.
Пĕрлехи информаци кунĕн членĕсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтакăн тăлăх арăмĕ Г.Петрова патĕнче те пулса курчĕç, вăл мĕнле пурăннипе кăсăкланчĕç.
Энтрияль ял тăрăхĕ. Чăваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчĕн ФГБУ информаципе аналитика центрĕн филиалĕн директорĕ В.Петров ертсе пыракан ушкăн Энтрияль, Шăплат, Шутнерпуç ялĕсене çитсе унти граждансемпе тĕл пулчĕç, Пĕрлехи информаци кунĕн темисене сÿтсе яврĕç. Шăплатри клубра ял халăхĕ чылай пуçтарăннă. Информушкăн членĕсем вĕсемпе тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе, çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес ыйтусемпе калаçрĕç. Палăртма кăмăллă: асăннă ялсенче тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе ĕçлеççĕ, палăксене сăрлассипе ĕçсем пурнăçлаççĕ. Шăплатсен те информушкăн членĕсем патне ыйтусем пулчĕç. Вĕсен ялне автобус çÿременни пысăк чăрмав кÿрет. Вырăнти халăха район центрне тухса çÿреме çăмăл мар, уйрăмах ватă çынсене. Çавăнпа та эрнере икĕ кун та пулса автобус кирлине палăртрĕç. Çавăн пекех сĕт хакĕ йÿнелсе пыни, ялти фельдшерпа акушер пунктне сыхласа хăвармалли пирки те пулчĕ калаçу. Информушкăн членĕсем ку ыйтусене район администрацин яваплă çыннисем патне çитересси çинчен пĕлтерчĕç.
Кавал. Информаци кунне килнисен пĕр ушкăнĕ унти халăхпа тĕл пулма çул тытрĕç. Ку ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов ертсе пынă. Информаци кунне ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин «Чăваш Енри ачасемпе çамрăксен библиотеки» Чăваш Республикин бюджетлă учрежденийĕн директорĕ Т.Григорьева хутшăннă.
Чи малтанах информаци ушкăнĕнчисем ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Адюковпа тата унта ĕçлекенсемпе калаçнă хыççăн тÿрех Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене тата унта пуçĕсене хунисене хисеплесе лартнă ялти палăк умне çул тытрĕç, кăштах юсаса тирпейлемеллине тата çĕр типсе çитсен тасатса тирпейлемеллине палăртрĕç. Ялта вырнаçнă райпо лавккине тата аптекăсене кĕрсе курчĕç. Выльăх-чĕрлĕх валли те, халăха кирлĕ эмелсем те сутаççĕ. Т.Таратина сутуçă вара пуринпе те тарават та ырă кăмăллă, мĕн кирлине çийĕнчех тупса парать, ăшшăн калаçать. Ахальтен мар ĕнтĕ информаци ушкăнĕн членĕсем лавккари ыйтăм кĕнеки çине ырă сăмахсем çырса хăварчĕç. Юнашар лавккара ытти куллен кирлĕ таварсемпе пĕрле «АККОНД» акционерсен обществин пылак çимĕçĕсене те сутаççĕ, мĕн тĕрлĕ канфет çук-ши, пыр та туян. Ял тăрăх территоринчи лавкка çук ялсене те вырăна тухса таварсем сутаççĕ. Халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтернисĕр пуçне тасалăхпа тирпейлĕхе тытса пыраççĕ кунти сутуçăсем, пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те манмаççĕ. Çакă пурте вĕсемпе тĕл пулнă хушăра палăрчĕ. Ĕçлĕ çулçÿревпе килнисем вĕсене çак темăсене тепĕр хут аса илтерчĕç. Ялти культура çуртне те кĕрсе курчĕç. Кунта вĕсен кăмăлĕсем кăштах хуçăлчĕç пулмалла. Укçа-тенкĕ çитменнине пулах юсав ĕçĕсем тăваймаççĕ иккен ку капмар çуртра. Юрать-ха ял халăхĕ активлă пулнипе клубра вырнаçнă спорт залне тирпейленĕ, унта халĕ вăйăсем ирттерме пулать, анчах та тÿпинчен çумăрлă çанталăкра шыв аннипе тарăхаççĕ, ишĕлсе анасран та шикленеççĕ. Хĕллехи кунсенче ăшăтайманнине кура клубăн çÿлти хутĕнче вырнаçнă пĕр пĕчĕкрех шăнкăрч йăвине аса илтерекен пÿлĕмне те çитсе курчĕç. Кунта ачасене ирĕклĕ майпа кĕрешме хăнăхтараççĕ иккен. Ăна çак ял çынни Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Николай Петрович Таратин ертсе пырать. Вăл ялти ачасен пуласлăхĕшĕн питех те пăшăрханни палăрчĕ. Вĕсене вăл хăйĕн килти автомашинипе эрнере икĕ хутчен район центрĕнче вырнаçнă шывра ишекенсен «Илем» физкультурăпа спорт комплексне илсе çÿрет. Информушкăнри Т.Григорьева хăй те нумай çул ачасемпе ĕçлекенскер, ялти ачасен пултарулăхĕпе пĕр савăнчĕ те, пăшăрханчĕ те. Çакăн пек условисенче тренировкăсем ирттерсех призлă вырăнсене тивĕçни тĕлĕнтерчĕ ăна. Саманан йывăр вăхăтне шута илсе, тен, кам та пулин пулăшасса та шанчĕ Тамара Романовна.
Малалла ялти шкула çитсе курас терĕç. Ял урамĕсем типсе çитменнине кура унта çурранах утрăмăр. Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялта та кампар çуртсем хăпара-хăпара ларни савăнтарчĕ, çĕнĕ çуртсем те пур. Шкулĕ вара ялти чи çÿллĕ вырăнта - пĕр утравра - вырнаçнă. Пĕр метр хулăнăшлă стеналлă икĕ хутлă çурт мăнаçлăн курăнса ларать. Пурнăçăн пур йывăрлăхĕпе савăнăçне те чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ пулсан та çирĕп вăл. Вĕрентекенсене ялти интеллигенцисем теççĕ, вĕсемех агитаторсем те, пур мероприятисене йĕркелекенсем те. Информаци кунĕнчи тĕл пулура чылайччен калаçрĕç, тĕп темăсемсĕр пуçне вĕрентекенсене тĕрлĕрен ыйтусем те интереслентерчĕç. Çак шкулта вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ тыл ĕçченĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Дмитриевна Кузнецова килне те çитсе курчĕç. Вăл 92 çулта пулин те пурнăçпа шай пырать, ытти хаçатсенчен ытларах районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата килĕштернине, тăвана кĕтнĕ пекех кĕтнине пĕлтерчĕ. «Тавах патшалăха, пире, ватăсене тивĕçлипе пăхнишĕн», - тет ĕçпе пиçĕхнĕ аллипе тутăрне майласа. Тĕл пулăва килнисене те ăшшăн тав турĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА, З.ПАВЛОВА, А.НИКОЛАЕВА.