23 апреля 2016 г.
«Единая Россия» партин «Раççейĕн паянхи ялĕ» тематика форумĕ Саратовра иртнĕ. Чăваш Енрен унта ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, комитет председателĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ, «Единая Россия» партин Шупашкар уйрăмĕн секретарĕ Л.Черкесов хутшăннă.
Форума 2 пине яхăн делегат пухăннă - партин пуçламăш, вырăнти тата регионсенчи уйрăмĕсен представителĕсем, аграрисем, ученăйсем, экспертсем, общество организацийĕсен представителĕсем, чиновниксем. Вĕсем агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн çул-йĕрне, ялти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентÿпе тата социаллă хÿтлĕхпе çыхăннă ыйтусене, çавăн пекех ялти журналистикăн ял аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне сÿтсе явнă. Апат-çимĕç продукчĕсемпе çыхăннă хăрушсăрлăх теми чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнă.
Ялсенчи шкулсен строительствин ыйтăвне те çĕкленĕ. Аса илтерер: партин çак проектне парти председателĕ, РФ премьер-министрĕ Д.Медведев пуçарнипе хута янă. Демографи ÿсĕмĕн хумĕ, нумаях пулмасть кăна ача сачĕсенче палăрнăскер, объективлă майпа шкулсене куçать. Программа валли уйăракан укçа питĕ пысăк - икĕ триллион тенкĕ ытла. Укçан малтанхи пайĕ çывăх вăхăтра регионсене çитĕ. Çав шутра - Чăваш Ене те.
Форумăн пĕтĕмлетÿллĕ пĕрлехи ларăвне РФ Правительствин Председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн председателĕ Д.Медведев хутшăннă. Форум кăтартăвĕсем тăрăх агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе партин суйлав умĕнхи программине кĕртмелли сĕнÿсем хатĕрленĕ. Хăш-пĕр сĕнÿ РФ Правительствин тата регионсен влаçĕсен кун йĕркине кĕнĕ те ĕнтĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: К.НИКОЛАЕВ.