АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни депутат чи малтанах хăйĕн сăмахĕшĕн яваплă пултăр

23 апреля 2016 г.

Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн 7-мĕш суйлаври Патшалăх Думин суйлавĕн малтанхи сасăлавне хутшăнакан кандидатсене регистрацилесе пĕтернĕ. Кун пирки «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов пĕлтернĕ.

- Февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 10-мĕшĕччен кăмăл пуррисем пурте сасăлава хутшăнма документсем тăратма пултарнă. Малтан судпа айăпланман-тăк, ытти партире тăмасан кандидат пулма кансĕрлекен чăрмав çук, - пĕлтернĕ Николай Владимирович. - Чи пĕлтерĕшлĕ тапхăр - умра: майăн 22-мĕшĕнче тĕп суйлав умĕнхи малтанхи сасăлав иртет.
Н.Малов пĕлтернĕ тăрăх, РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулас текен 44 çынран 61 заявка йышăннă, çак шутран 41 заявкăна регистрациленĕ. Ыттине тĕрлĕ сăлтавпа пăрахăçланă. Канаш суйлав округĕнчен - 9, Шупашкар округĕнчен 14 кандидата шута илнĕ. Çак йышра хальхи вăхăтра тĕрлĕ шайра депутат тивĕçĕсене пурнăçлакансем те - А.Аршинова, Н.Малов, Л.Черкесов, И.Клементьева, Н.Владимиров, И.Калмыков - пур. Вĕрентÿ сферинчен А.Судленковпа И.Исаева, сывлăх сыхлавĕнчен А.Самойловăпа Ю.Зорин малтанхи сасăлава хутшăнма кăмăл тунă.
«Единая Россия» парти кандидатсене шута илнĕ чухне тĕпе хуракан тĕп паллăсенчен пĕри вăл - урăх парти ретĕнче тăманни. Регистрациленĕ 30 çынран 15-шĕ «Единая Россия» парти членĕсем, 14-шĕ нихăш партире те тăмаççĕ.
Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн кандидатсен дебатсене хутшăнмалла. Çак пулăма кандидатсем хăйсем мĕнле йышăнаççĕ-ха; 
А.Аршинова çирĕплетнĕ тăрăх, «Единая Россия» чи малтанах - команда. Партире тăракан кашни çын вăйлăран вăл тата та вăйлăрах. «Манпа пĕрле малтанхи сасăлава хутшăнакан çынсем пурте пысăк опытлă, пултаруллă. Вĕсенчен вĕренмелли нумай», - палăртрнă Алена Игоревна. «Çак командăна сыхласа хăварассишĕн тăрăшмалла, - ĕçтешĕн шухăшне малалла тăсса пĕлтернĕ Н.Малов. - Майăн 22-мĕшĕ хыççăн 23-мĕшĕ, 24-мĕшĕ .... пулать. Пирĕн чи малтанах малашлăх пирки шухăшламалла, пĕр-пĕрне ăнланса пулăшса пымалла». В.Иванов кандидат депутат пулса тăрсан кандидат оппонентсен сĕнĕвĕсене те шута илессине, вĕсене пурнăçа кĕртессине шаннине пĕлтернĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕн Л.Черкесовăн шухăшĕпе - дебатсем кирлех. Сăмах хыççăн сăмах... «Анчах суйлавçăсем депутатсенчен курăмлă ĕçсем кĕтеççĕ. Çак тапхăрта халăхпа ытларах тĕл пулмалла, вĕсене хумхантаракан ыйтусене тĕпчемелле.
Сăмаха чăн ĕçпе çирĕплетмелле, депутат чи малтан хăйĕн сăмахĕшĕн яваплă», - тенĕ Леонид Ильич. «Партире сăмаха тытнине çирĕп тĕрĕслеççĕ», - палăртнă Г.Матвеев кандидат та.
Суйлав пур çынна та пырса тивекен чи анлă мероприятисенчен пĕри. Çавăнпа та ăна çÿллĕ шайра ирттермелле.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика