АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çулăмлă калем»

23 апреля 2016 г.

Раççей Чрезвычайлă  лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕ «Çулăмлă калем»  республикăри  журналистсен конкурсне ирттерет.

Ăна Раççей Чрезвычайлă лару-тăру информаци подразделенийĕн сотрудникĕсемпе пушар хуралĕн ирĕклĕ обществин яваплă  ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсем çыхăнса пĕрле ĕçлессине вăйлатас тĕллевпе ирттереççĕ. Конкурс  7 номинаципе иртет. Унта Чăваш Республикин территорийĕнче ĕçлекен профессионаллă журналистсем,  теле- тата радиокомпанисен коллективĕсем, хаçат-журнал редакцийĕсем, информациллĕ агентствăсен пултарулăх коллективĕсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса 2016 çулхи  январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа  çак çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕччен периодикăлла изданисенче пичетленнĕ, радио тата телевидени эфирне тухнă передачăсенчи материалсене тăратмалла. Унăн содержанийĕ конкурс тĕллевĕпе тата задачисемпе пĕр пулмалла. Конкурс çĕнтерÿçисене 2016 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕччен палăртаççĕ. 

Конкурса хутшăнас тесен Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп правленин пресс-службинчен ыйтса пĕлме пулать. Адресĕ: 428000, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Огнеборцевсен тăкăрлăкĕ, 4 çурт.
Тел.: 8 ?8352/ 23-11-49. Электронлă почта: mehs chuvashia@mail.ru, info209@yandex.ru

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Чaваш Республикинчи тeп правленин пресс-служби

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика