АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Манăн дипломат пулас килет»

23 апреля 2016 г.

Раççей Федерацийĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулăшнипе РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари представительстви 2004 çултанпа «Манăн дипломат пулас килет» ятпа регионсем хушшинче конкурс йĕркелет.

XIII-мĕш хут иртекен конкурса Чăваш, Мордва, Удмурт Республикисенче, Чулхула тата Киров облаçĕсенче пурăнакан - иртнĕ çулсенче е кăçал шкул пĕтерекенсем, анчах та аслă пĕлÿ илмен çамрăксем - хутшăнма пултарĕç. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2016 çулхи июнĕн 10-мĕшĕччен пырĕ. Хутшăнма кăмăл тăвакансен «Мĕншĕн манăн дипломат пулас килет» ятпа эссе çырас пулать. Калăпăшĕ А-4 хут формачĕн икĕ страницинчен пысăк пулмалла мар. Хатĕр ĕçсене www@mid.nnov.ru электронлă адреспа ярса памалла. Иккĕмĕш тапхăра вĕсем пĕрремĕш тапхăрти пĕтĕмлетÿсемпе халăхсем хушшинчи çивĕч ыйтусемпе тест витĕр июнĕн 21-24-мĕшĕсенче тухаççĕ, 20 балл пухас пулать. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăр çĕнтерÿçисем июнĕн 28 - июлĕн 4-мĕшĕсенче виççĕмĕш тапхăра хутшăнаççĕ, ятарлă ыйтăм çак вăхăтра иртĕ. 
Финалистсен пурин те вырăс чĕлхи, истори, ют чĕлхе предмечĕсемпе Пĕрлехи патшалăх экзаменне тытни çинчен калакан сертификат пулмалла. Июлĕн 4-мĕшĕнче конкурса пĕтĕмлетĕç. Тĕплĕнрех кун çинчен www.mid.nnov.ru Представительство сайтĕнчен пĕлме пулать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика