АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăха сыхласа хăварар

23 апреля 2016 г.

Чăваш халăх сăмахлăхĕ çав тери пуян та иксĕлми. Кун пирки чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Яковлев çапла каланă: «Чăвашсен çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ». 

Ĕлĕкрех халăх хушшинче пулса иртекен пĕр пысăк ĕç те сăвă-юрăсăр, кĕлĕ сăмахĕсĕр, шÿтсĕр иртмен. Ватти çамрăккине ăс пама тăрăшнă. Ачасене халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем урлă чăвашлăха туйма вĕрентнĕ. Кирек хăш вăхăтра та ача-пăча çуратса ÿстересси, тĕрĕс воспитани парасси пирĕн несĕлсемшĕн тĕп вырăнта пулнă. Çемье çавăрма шут тытнă çамрăксене: «Сирĕн килте пÿрт тулли ача-пăча пултăр», - тесе пиллени те ахальтен мар пулĕ. Чăваш çыннишĕн яланах çемье пĕрремĕш вырăнта пулнă. «Кил-çурта илем кÿрет тесен тÿрех ача-пăча сасси хăтлăх кĕртет», - теççĕ чăвашсем. Ача - çемье пуласлăхĕ, йăх-несĕле тăсаканĕ, ăна упраканĕ. Ахальтен мар пулĕ ватă çынсем: «Ача-пăчасăр пурнăç малалла каймасть», - теççĕ. 
«Ачана çитĕнтернĕ чух вара пĕр ури шывра, тепри вутра», - тесе калани тĕрĕсе килет. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса ÿстерме çăмăл мар. Хăшĕ ачине çирĕпрех тытать, тепри виçесĕр ачашлать, хăй тĕллĕн утăм утма памасть. Ашшĕпе амăшĕ ăна тумлантарас, тутлă çитерес тесе тăрăшать. Çакна ача ăнланмасть, тивĕçлипе хаклаймасть. Çапла, пĕчĕклех ачаш ÿсекен ача пурнăç йывăрлăхне тÿссе ирттерме вĕренеймест. Кунпа пĕрлех тăван чĕлхерен те пăрăнма тăрăшать, хăй чăваш пулнине манать. Чăн-чăн чăваш пулас тесессĕн тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине, сăмахлăхне, историне пĕлмелле, тăван çĕре, тавралăха юратмалла. Хамăр чăваш пулнинчен вăтанас çук. Чăваш хăйне тепĕр чух ыттисенчен пĕчĕкрех, уйрăмрах тытать. Уйрăмах хулара пурăнаканнисем чăвашла «манаççĕ», ачи-пăчине те вырăслантарсах яраççĕ. Мăнукĕсем яла килсен асанне е кукамай вырăнне «бабуля», «бабушка» теççĕ. Ачасем пĕчĕклех вырăсла пуплени начар мар ĕнтĕ. 
Ялта пурăнакан çамрăк çемьесем те ачисене вырăсла калаçма хăнăхтараççĕ. Çынран юласшăн мар. Пурнăçпа тан утса пыраççĕ. Анчах шухăшласа пăхар-ха. Мĕн патне çитĕпĕр-ха малашне; Кун пирки хальхи вăхăтра сахал мар калаçаççĕ. 
Ман шутпа, темле тесен те чăваш ачин чăвашах пулмалла. Мĕн пĕчĕкрен тăван халăх юмах-халапне, сăвви-юррине итлесе ÿсмелле. Ваттисем каланă тарăн ăслă шухăшсене асра тытмалла.


Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика