АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăсене туйăмпа вуларĕç

23 апреля 2016 г.

Сăвăсене туйăмпа вуларĕç

 

Ан тиркесем чĕлхемĕре,
Ан хăй ăна начар теме.
Унпа сана аннÿ ÿстернĕ,
Юрла-юрла сăпка сиктернĕ.
Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.
Савар, мухтар чĕлхемĕре -
Ăна усрар чыс-хисепре.
Çак сăвă йĕркисене В.Давыдов-Анатри çырнă. Епле тĕрĕс те витĕмлĕ вĕсем. Тăван чĕлхене нихăçан та манмалла мар, унпа мухтанмалла, çÿле çĕклемелле. Мĕншĕн тесен тăван чĕлхе вăл - халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ, чĕрĕ çăлкуçĕ. 
Тăван Çĕршыва, тăван чĕлхене, аттепе аннене, çăкăр-тăвара хисеплеме вĕрентес тесе нумай тăрăшаççĕ Арапуçĕнчи «Теремок» ача садĕнче ырми-канми вăй хуракансем. Нумаях пулмасть кунта «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» ятпа сăвă конкурсĕ иртрĕ. Ăна аслă ушкăн воспитателĕ С.Михайлова тата музыка ертÿçи И.Максимова йĕркелесе пычĕç. Ачасем чăваш çыравçисен сăввисене вуларĕç. Жюри членĕсем ачасен ăсталăхне хакланă вăхăтра шăпăрлансем «Карçынккара чечек нумай» вăйă юррине юрларĕç, «Хĕр ыйтмалла» вăйă вылярĕç, çуркунне çинчен юрă шăрантарчĕç. Çакă палăрчĕ: конкурсра Р.Сарпи çырнă «Кам-ши эпĕ;» сăвăна С.Семенова питĕ хитре те илĕртÿллĕ вуларĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Н.Яковлевăпа Е.Иванов пайларĕç: вĕсем В.Дмитриевăн «Кушак», Н.Ытарайăн «Чăваш ачи» сăввисене вуларĕç.
Конкурса хутшăннă ачасем сертификатсене тивĕçрĕç, çĕнтерÿçĕсене вара дипломсем парса чысларĕç. Курма килнĕ хăнасене уяв кăмăла кайрĕ. «Çакăн пек чăваш культурине халалланă уявсене ирттерсех тăрăр, пире чĕнмесĕр ан хăварăр», - терĕç вĕсем. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.МАКСИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика