АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки ыйтăвĕ - тĕп вырăнта

20 апреля 2016 г.

Çураки ыйтăвĕ - тĕп вырăнта

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Тихоновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

М.Игнатьев муниципалитет ертÿçин докладне итленĕ, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн сÿтсе явнă, çуракипе çыхăннă уйрăм ыйтусем тавра калаçнă. А.Тихонов хăйĕн сăмахĕнче 2016 çулта аграри ĕçченĕсем патшалăх пулăшăвне туллин илнине каланă, укçа-тенкĕне удобрени илме те тăкакланине пĕлтернĕ. Районта ялхуçалăх енĕпе ĕçлекенсем уйсенче çĕнĕ йышши вăрлăхсемпе усă курасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. «Çывăх вăхăтра кĕрхи акса хăварнă культурăсене имçамлама палăртса хунă», - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. 2015 çула аграри ĕçченĕсем ăнăçлă вĕçленине, тухăç пысăк пулнине каланă. «Усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме тата хушма 1600 гектар палăртса хунă», - тенĕ А.Тихонов. «2016 çула ялхуçалăхĕнче тухăçлă ĕçлесси уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тухнинчен те самай нумай килет», - палăртнă М.Игнатьев. Ялхуçалăх отрасльне патшалăх енчен паракан пулăшăва малашне те чакарманни çинче чарăнса тăнă. 

Апрелĕн 12-мĕшĕнче РФ Ялхуçалăх министрĕпе А.Ткачевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерни çинчен пĕлтернĕ М.Игнатьев муниципалитет руководительне. Аграри тытăмĕ малашне те кирлĕ пек шайра аталанса пырассине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă, пурне те малашне тухăçлă ĕçлеме, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшма чĕнсе хăварнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика