20 апреля 2016 г.
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Правительствинче ирттернĕ черетлĕ канашлăвĕнче тирпей-илем теми ку тапхăрта тĕпре пулнине палăртнинчен пуçланă. «Çĕр пичĕ юртан тасалнă май ăçта килнĕ унта выртакан çÿп-çап тÿрех куçа тăрăнать. Кĕтсе тăмалла мар, тавралăха май килнĕ таран хăвăртрах тирпейлемелле. Ватă çынсем çак тасалăхшăн хальхи вăхăтра ĕçлекен влаçăн çамрăк ăрăвне тав тума пултарччăр», - тенĕ М.Игнатьев.
Пирĕн районта та учреждени, предприяти, организаци ĕçченĕсем тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе активлăхĕпе палăраççĕ. Акă халĕ, экологи уйăхлăхĕ пынă май, «Аслă Çĕнтерĕве салют» тата «Палăк» республика акцийĕсем шайĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8 «А» тата 8 «Б» классенче вĕренекенсем Е.Васильева, Л.Беззубова организаторсем тата физкультура предметне вĕрентекен В.Ильин йĕркелесе пынипе Çĕнтерÿçĕ-салтака, интернационалист воинсене халалласа лартнă палăксем, тавра пĕлÿ музейĕ умĕнчи территорисене юртан, çÿп-çапран тасатрĕç. «Таврара тирпейлĕ, таса та хăтлă пултăр», - терĕç вĕренекенсем. Вĕсен ырă та пархатарлă ĕçĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса шанатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.