20 апреля 2016 г.

Сывлăх кашни çын пурнăçĕнчех тĕп вырăн йышăнать, çавăнпа та тăтăшах спортпа туслă пулмалла. Вăл сывлăха çирĕплетет, чăтăмлă та вăйлă тăвать, ÿт-пĕве пиçĕхтерет, кăмăл-туйăма çĕклет.
«Березка» ача садĕнче ир-ирех шавлă, ашшĕ-амăшĕсем те, ачасем те канăçа çухатнă. Ачасемпе пĕрле çурхи кайăксем те чĕвĕлтетеççĕ. Ача садĕнчи медицина ĕçченĕ Т.Евстафьева Сывлăх кунĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Ирхине 9 сехет çурăра районти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт çуртĕнче хаваслă кĕвĕ янăрарĕ. Чи малтанах ача садĕнчи «Звездочки» аслă ушкăнри ачасем харăссăн тăрса ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле зарядка турĕç.
Уява 4 çемье хутшăнчĕ: Соловьевсем, Емельяновсем, Степановсем тата Максимовсем.
Ăмăрту пуçланиччен ачасем сывлăха мĕнле упрамалли çинчен хăйсем мĕн пĕлнине каларĕç. Кĕçех кĕтнĕ ăмăртусем пуçланчĕç: мечĕке сиктересси, скакалкăпа сикесси, спорт обручĕпе çаврăнасси, ашшĕсем çĕртен алă вăйĕпе çĕкленесси, михĕ тăхăнса ăмăртасси тата ытти те. Пурте хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Ăмăрту çĕнтерÿçĕсемсĕр пулмасть. Жюри членĕсем ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн Максимовсен çемйи çĕнтерни палăрчĕ. Ăмăртăва хутшăннă кашни командăна ?çемьене/ парнесем парса хавхалантарчĕç.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ хаваслă та пĕлтерĕшлĕ иртрĕ. Çакăн пек мероприятисем спортпа туслă пулма тата сывлăха çирĕплетме пулăшаççĕ, кăмăла çĕклеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ШИШКИНА, ача садeнчи воспитатель.