20 апреля 2016 г.
2016 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕн пресс-центрĕ кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 21-мĕшĕччен ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсне ирттерессине пĕлтернĕ. Унта Раççейри 7-12 çулхи ачасем хутшăнма пултараççĕ.
Ÿкерчĕксенче çыравпа çыхăннă пулăмсене сăнарлама юрать, тĕслĕхрен: переписчикпа тĕл пулни, ыйтусене хуравланă самант, тăван тавралăх, ялхуçалăх, çĕр çыннин ĕçĕ-хĕлĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тата ытти те. Конкурса пĕр çын темиçе ĕç те тăратма пултарать.
Конкурса тăратакан ĕçсене май уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Унта хутшăнакансене икĕ ушкăна пайланă: пĕрремĕшне - 7-9, иккĕмĕшне 10-12 çулхи ачасем кĕреççĕ. Вĕсен сайтра вырнаçтарнă ятарлă формăна çырса тултармалла. Конкурс çĕнтерÿçисене, призерĕсене кашни ушкăнпах икĕ тапхăрпа палăртаççĕ. Малтан çырав пресс-центрĕн сайчĕпе усă куракансем сасăлĕç. Кашни ушкăнри чи нумай балл пухнă 10 ачана суйласа илеççĕ те вĕсенчен жюри членĕсем пĕр çĕнтерÿçĕ тата икĕ призер суйласа илеççĕ. Конкурса тăратнă ĕçсем кунта палăртнă темăпа килĕшсе тăнине тата хăйнеевĕрлĕхне тĕпе хурĕç.
Хавхалантару фончĕ - 35 пин тенкĕ. Çав шутран икĕ çĕнтерÿçĕ 6500-шер тенкĕ илĕ, тăваттăшĕн 5500 тенкĕпе килĕшме тивĕ.
Конкурс условийĕпе тĕплĕнрех пресс-центр сайтĕнче - www.vshp2016.ru - “Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ» уйрăмра паллашма пулать. Ăмăрту мĕнле пынине пресс-центрăн социаллă сечĕсем «Вконтакте» тата «Facebook” - урлă сăнама май пур. Тĕплĕнрех пресс-центрăн электронлă почти - risunok@vshp2016.ru - урлă та ыйтса пĕлме пулать.
Сăмах май каласан, Чăвашстатпа Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви, «Хыпар» издательство çурчĕ Пĕтĕм Раççейри çырава хатĕрленсе 2015 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕччен «Савнă ялăм, тăван ял» конкурс ирттереççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Чăвашстат сайтĕнче çырса кăтартнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ПЕТРОВА, Чaвашстатaн пирeн районти ертсе пыракан специалисчe.