АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç

16 апреля 2016 г.

Район администрацийĕн ларусен залĕнче Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 6-мĕш созыври 7-мĕш ларăвĕ иртрĕ. 

Унта райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов, унăн заместителĕсем, район прокурорĕ Е.Краснов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пайсен начальникĕсемпе сектор заведующийĕсем, предприятисемпе учрежденисен, организацисен руководителĕсем, федераллă тата республикăри службăсен, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Пухăва район пуçлăхĕ М.Пуклаков ертсе пычĕ.
Кĕçех уй-хирте çурхи хĕрÿ тапхăр пуçланать. Тĕрĕссипе каласан вăл кĕрхи культурăсене пухса кĕртнĕ хыççăнах пуçланнă-ха: ялхуçалăх техникине юсаççĕ, вăрлăхлăх культурăсене кондицие çитереççĕ тата ытти те... Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче çĕрулми вăрлăхне яровизацилеме кăлараççĕ. Пуху пуçланас умĕн чылай ялхуçалăх ертÿçисем çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки пĕр-пĕринпе калаçрĕç. 
Чăваш Гимнĕ янăранă хыççăн депутатсем кун йĕркинче палăртнă ыйтусем тавра калаçма тытăнчĕç. Пур ĕç те ытларах укçа-тенкĕпе çыхăннă май, малтанах 2015 çулта район бюджетне еплерех пурнăçласа пыни пирки райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова ларăва пуçтарăннисене цифрăсен чĕлхипе тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ.
Укçа-тенкĕ района ăçтан килсе кĕнине тата ăна расхутланине тĕрĕслесе шута илсех тăнипе районти контрольпе шутлав органĕн председателĕ О.Ананьева паллаштарчĕ.
Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов район администрацийĕн структуринче улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ.
Райадминистрацин юридици пайĕн секторĕн заведующийĕ Б.Васильев РФ гражданĕсенчен ыйтăм йĕркелессине тата ăна ирттерессин йĕркипе паллаштарчĕ. Унсăр пуçне муниципаллă служащисен ĕçре хăйсене тытмалли требованисене пурнăçласа пырассипе ятарлă комисси туса хуни çинчен пĕлтерчĕ.
Муниципаллă пĕрлĕхĕн муниципаллă пурлăхне Вăрмар хула тăрăхĕн харпăрлăхĕ çине куçарас ыйту пирки райадминистрацин çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Степанов тухса калаçрĕ.
Ĕçе илекенсен полномочийĕсене пурнăçлакан муниципалитетсенче должноç йышăнакансем, муниципалитетсен служащийĕсем должноç тивĕçĕсене хăйсен интересĕсемпе çыхăннине пула пурнăçлама пултарайманни пирки пĕлтермелли йĕрке çинчен райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов чарăнса тăчĕ, çавăн пекех вăл район территорийĕнчи обществăлла право йĕркисене сыхлакан халăх дружинникĕсене компенсаци парасси пирки тата вĕсемпе мĕнле те пулин инкек килсе тухас пулсан çемйисене пĕр хутчен паракан пособисем пирки каларĕ. Унсăр пуçне Николай Анатольевич муниципаллă должноçри кашни çыннăнах хăйсен тупăшĕпе расхучĕ çинчен тĕплĕн пĕлтермелли пирки тата унăн йĕрки çинчен ăнлантарчĕ. Ку ыйтупа район прокурорĕ Е.Краснов та кĕскен чарăнса тăчĕ.
Кун йĕркинчи тата ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. 
Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов пĕтĕмлетсе сăмах тухса каларĕ. «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество ĕçе тытăннăранпа 25 çул çитнине паллă тунă май унăн пуçлăхĕ П.Крылов Вăрмар район депутачĕсен Пухăвне Тав çырăвĕ панине пĕлтерчĕ тата «Единая Россия» политика парти ретне тăнисене билетсем пачĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика