16 апреля 2016 г.
Вăрмар поселокĕнче тата унта вырнаçнă предприятисемпе организацисен, учрежденисен территорийĕсенче тасалăха тытса тăрас тата тирпей-илем кĕртес тĕллевпе Вăрмар хула тăрăх администрацийĕ кăçалхи апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен икĕ уйăхлăх ирттерме йышăннă.
Предприятисемпе организацисен, учрежденисен тата уйрăм çын предпринимательсен руководителĕсене кашни эрнери эрнекунпа шăматкун хăйсем ĕçлекен территорисене тасатсах тăма тесе чĕнсе каланă. Çавăн пекех палăртнă ĕçсене çулталăк тăршшĕпех пурнăçласа пыма сĕннĕ. Хытă каяшсене кирлĕ вырăна турттарса тăма килĕшÿсем тумаллине палăртнă.
«Водоканал» тулли мар яваплă общество тата «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăн руководителĕсене икĕ уйăхлăх вăхăтĕнче çÿп-çапсене активлă турттарса тăрассине йĕркелеме, унсăр пуçне хытă каяш тăкакан тата шыв ăсакан вырăнсене тăтăшах тирпейлĕ тытма ыйтнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче тата харпăр-хăй кил хуçалăхĕнче пурăнакансен те тăтăшах хăйсен территорине таса тытмаллине палăртнă.
Субботниксемпе уйăхлăх ирттернине контрольлесе тăма Вăрмар хула администрацийĕнче ятарлă комисси йĕркеленĕ. Вĕсем тăтăшах тĕрĕслÿ рейчĕсем ирттерĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"