АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш Ене шанатпăр»

16 апреля 2016 г.

«Чăваш Ене шанатпăр»

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев РФ Ялхуçалăх министрĕпе А.Ткачевпа тĕл пулнă.

М.Игнатьев федераци ведомствин Пуçлăхне регионти ялхуçалăхне аталантарма пулăшнăшăн тав тунă, отрасль аталанăвĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Республикăра аграрисен тăрăшулăхне пула кăтартусем çултан-çул лайăхланаççĕ. Пĕлтĕр мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче ялхуçалăх производствин индексĕ 7,9 процент ÿснĕ. Ялхуçалăх культурисем туса илекен лаптăк 2014 çулхинчен 2,7 процент пысăкланнă. «Эпĕ республикăри аграрисен умне усă курман çĕрсене 1,5-2 çулта пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартрăм», - тенĕ М.Игнатьев.
А.Ткачевпа М.Игнатьев ĕнесен сĕт антараслăхне ÿстермелли çул-йĕре палăртакан ыйтусене сÿтсе явнă.
РФ ялхуçалăх министрĕ А.Ткачев Чăваш Республики импорта улăштаракан тавар туса кăлармалли программăна хастар хутшăннине уйрăммăн палăртнă. «Чăваш Ен федераци хыснинчен пулăшу илет. Сĕт, аш-какай, пахча çимĕç туса илмешкĕн субсиди кăçал та чакмĕ. Эсир Раççей Ялхуçалăх министерстви пулăшасса шанма пултаратăр. Эпир Чăваш Ене ĕненетпĕр тата шанатпăр», - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне министр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика