АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнекисем «Сарă кун çĕршывĕнче» савăнăç кÿреççĕ

16 апреля 2016 г.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Чăваш Республикинчи писательсен Союзĕн, Халăхсем хушшинчи писательсен Союзĕн Пĕрлĕхĕн членĕшĕн, Раççей çыравçисен Союзĕн тата Пĕтĕм халăхсен А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕшĕн, Маргарита Прокопьева-Мерченшĕн 2015 çул пултарулăх лаççинче питĕ тухăçлă пулчĕ. Вăл умлă-хыçлă икĕ кĕнеке «Хавхалану çăлкуçĕ» тата «Чăвашлăха упраса» сăвă пуххисем пичетлесе кăларчĕ. Пĕтĕмпе вĕсене 150 ытла хайлав кĕртнĕ автор. Унсăр пуçне вĕсенче çыравçăн биографийĕпе, пултарулăхĕпе  кĕскен паллашма пулать, кĕнекере тĕрлĕ çулсенче тăванĕсем, ĕçтешĕсем хушшинче тунă фотоÿкерчĕксене те курма май пур.

Иртнĕ 2015 çул Раççейре Литература, Чăваш Енре К.В.Иванова - 125 çул ятсемпе иртрĕ. «Çыравçăна икĕ хÿхĕм кĕнеке кăларма çакă та хавхалантарнă, паллах. Анчах вĕсем кăна мар иккен, Маргарита Германовна «Хавхалану çăлкуçĕ» кăларăм умсăмахĕнче хавхалантару кÿрекеннисем тата Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул, паллă журналист Г.Матвеев - 90, Чăваш Енĕн пултаруллă поэчĕ В.Тимаков çуралнăранпа 75 çул çитни те пулнине палăртать.
М.Прокопьева-Мерчен хайлавĕсемпе пуçласа тĕл пулмастăп. Вĕсем тăтăшах пирĕн «Хĕрлĕ ялав», Тăвай районĕн «Ял ĕçченĕ» хаçатсенче кун çути кураççĕ, республика шайĕнчи хаçат-журналсенче пичетленеççĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хыпар» хаçатсем, «Капкăн», «Тăван Атăл» журналсем унăн пултарулăхне çутатсах тăраççĕ. Унсăр пуçне маларах тухнă кĕнекисемпе паллашнăччĕ. Çавăнпа татăклăнах калама пулать - унăн хайлавĕсен тематики анлă та тĕрлĕ енлĕ - патриотизм, ырă йăла-йĕркесене тытса пырасси, ватăсене сума сăвасси, çутçанталăка сăнласси, ĕç çыннине мухтасси, юрату лирики...
Чылай чухне хăш-пĕр çыравçăсем рифма хыççăн кайса сăвăн тĕп шухăшĕнчен те пăрăнса каяççĕ. Маргарита Германовнан унăн тĕшши тĕп вырăнта тăрать. Йĕркисем те çăл шывĕ пек шăнкăр-шăнкăр юхаççĕ:
Çурхи кун чĕрĕлсен,
Вăрмана чĕм кĕрсен,
Хÿхĕмленчĕ хыр-чăрăш лăсси.
Таврана янратать,
Чĕрене хускатать
Илĕртÿллĕ куккукăн сасси...
/«Вăрăм ĕмĕр сунать»/.
Çак «шăнкăртату» К.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминче сăнланă Силпи çăлкуçĕсенчен килнĕ пулĕ, чăвашлăх туйăмне тарăннăн ăша хывма хистенĕ:
Чăваш юманĕсем çилпе кашлаччăр,
Ывăлĕсем чăваш ташши ташлаччăр.
Чăваш кĕпиллĕ хÿхĕм хĕрĕсем
Эрешлесе тĕрлеччĕр тĕрĕсем...
/«Чăвашлăха упраса»/
Хуть те хăш темăпа çырнă сăвăсем те - савăнăçпа тулнă-и вĕсем е вĕсене хурлăх сĕмĕ çапнă та философиллĕ шухăшсем патне илсе пыраççĕ - çăмăллăн, чĕре çине çу сĕрнĕ пек çемçен янăраççĕ. Мĕнрен килет-ха çакă; Юхма Мишши çыравçă ăна М.Прокопьева-Мерчен таса, çутă ĕмĕтсемпе çунатланса çÿлелле ăнтăлнинче, чун-чĕре хĕрÿлĕхĕпе хавхаланса çĕнетÿ çулĕпе малалла вирхĕнме ăнтăлнинче, пĕр вырăнта чарăнса тăма юратманнинче курать. Пĕрре те хирĕçлеме çук ку сăмахсене. Манăн вара çак туртăм ăçтан пуçланнине пĕлес килет. Çакна поэтессăн сăмахĕсем хăйсемех уçса параççĕ пулĕ: «Ачаранах чăваш тата вырăс литературине юратса вулаттăм. Çутçанталăка, тăван çĕршывпа тачă çыхăну тытса вĕсемпе калаçатăп...» Акă вăл тупсăмĕ - çутçанталăкпа тăван çĕршыв çыхăнăвĕ. Çавăнпа та поэтăн çакăн пек йĕркисем çуралаççĕ те:
Сарă кун çĕршывĕнче,
Тăван Ен ытамĕнче
Хĕвел шевли пулăттăм,
Халăха ыр сунăттăм...
/«Сарă кун çĕршывĕнче»/.
Ырă сунни вара, пĕлетпĕр, яланах ырăпа таврăнать, çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй парать.


В.ТОЛМАТОВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика