АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Историе кашниех кĕрсе юлма тивĕçлĕ

16 апреля 2016 г.

Электрон тата кинодокументсен патшалăх архивĕ Чăваш Ен историйĕ çинчен калакан фото-, фоно-, кино- тата видеодокументсене тимлĕн упрать. Архив специалисчĕсем кун хыççăн кун республика пурнăçĕнчи паллă событисене кайса фото тата видео ÿкереççĕ. Ятарлă хранилище, материалсене паха дисксем çине тепĕр хут ÿкерсе илни çак историе ĕмĕрлĕхе упрама май туса параççĕ.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейлă çулĕнче республикăра «Ĕмĕрлĕхе упрамалла» акци ăнăçлă ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ - Чăваш Енри Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен çемье альбомĕсенчи докуменчĕсене пухса упрама хывасси пулнă. 
2016 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕн шучĕпе «Ĕмĕрлĕхе упрамалла» акцин иккĕмĕш пайне - «Историе кашниех кĕрсе юлма тивĕçлĕ» проекта пурнăçланма тытăннă.
Республика, çĕршыв историне унăн кашни гражданинĕ тăвать. Учитель е слесарь, врач е наладчик, парикмахер е библиотекарь, сутуçă е менеджер, тракторист, бизнесмен - кашниех историе кĕрсе юлма тивĕçлĕ.
«Ĕмĕрлĕхе упрамала: историе кашниех кĕрсе юлма тивĕçлĕ» проект тĕллевĕ - пулас ăрусем валли пирĕн вăхăтри çынсен тата вĕсен тăванĕсен историйĕ, вĕсен çак тĕнчене хывнă тÿпи çинчен калакан видео-интервьюсем ?30 минут/, фотоÿкерчĕксем пухса упраса хăварасси. Историе кĕрсе юлма тивĕçлĕ хăвăрăн атте-анне, тăвансем, çемье, хăвăрăн ĕç, наставниксемпе учительсем çинчен каласа парăр.
Архив çак акцие пурне те хутшăнма чĕнет. Апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа кашниех архива ?Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 12А/ хăйсен докуменчĕсемпе килсе специалистсемпе канашлама пултарать. Аслă ăрури хамăр çынсен пурнăçĕпе паллашасси, вĕсем мĕн ĕç туса пурăнни, тĕрлĕ самантсенче вăл е ку вăрçăсене хутшăнни хăйĕн йăхне пĕлес текен кашни çыннах хумхантарать. Кам-ха тĕрлĕ вăрçăсене хутшăнса, çав вăхăтрах фронтра çапăçакансене апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсене манса кайĕ; 
Архивра нумай çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме пултаракан документсем упранаççĕ.
Ыйтса пĕлмелли тел.: 51-05-07, 52-35-15.


ЧР электронпа кинодокументацин патшалăх архивĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика