АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна улшăнусем кĕртнĕ

16 апреля 2016 г.

Чăваш Республикин "Уйрăм категориллĕ граждансене пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшăвăн тÿлевне саплаштарма социаллă хÿтлĕх парассин мерисем çинчен" калакан 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи 68-мĕш саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çакă вăл пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тÿлевшĕн пур категорири сусăр çынсене, сусăр ачасемлĕ çемьесене, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене тата инваличĕсене, вăрçăра пуçне хунă салтаксен тăлăха юлнă мăшăрĕсене, вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсене, хĕрÿ вырăнсенче пулнă ветерансене, çавăн пекех радиаци витĕмĕпе сиенленнĕ граждансене паракан çăмăллăхсемпе çыхăннă. 

2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен РФ саккунĕн пĕрремĕш статйипе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшушăн чăнласа мĕн чухлĕ тÿленĕ хака шута илсе, нормативлă право акчĕсене тĕпе хурса уйăхсерен укçан компенсаци параççĕ. 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен куçăм тапхăрне пăхса хăварнă. Çак тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу кÿнĕшĕн уйăхсерен тÿлекен компенсацие ЧР Министрсен Кабинечĕ палăртса хăварнă республика шайĕнчи стандартран, малалла хăйсем мĕн чухлĕ тÿленине шута хурса шутласа параççĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕ 2016 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче "Уйрăм категориллĕ граждансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу кÿнĕшĕн уйăхсерен паракан социаллă хÿтлĕх мерисем çинчен" 72 номерлĕ йышăнăвĕпе куçăмлă тапхăрта Федераци енчен çăмăллăх илекенсене компенсацие çирĕплетнĕ калăпăшпа параççĕ.

 

Т.СЕМЕНОВА,
районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн начальникĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика