АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтака каяççĕ çамрăксем

16 апреля 2016 г.

Çуркунне вĕçен кайăксем кăнтăртан таврăнса килсен хăйсен йăвисене йышăнаççĕ, çак вăхăтрах вара чылай çамрăксем тăван «йăвасене» пăрахса çар тивĕçне пурнăçлама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене тухса каяççĕ.

Кăçал çуркунне пĕтĕм Раççейĕпе 135850 çамрăк çар тумĕ тăхăнĕ. Чăваш Республикинчен кăçал çар тивĕçне пурнăçлама 1491 çамрăка призыв шучĕпе çара илĕç. ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн начальникĕ В.Ляшенко пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Вăрмар тата Куславкка районĕсенчен çĕршыва сыхлама 60 çамрăк кайĕç. Пурте вĕсем медицина комиссийĕ витĕр тухнă, çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă. Çамрăксен пĕрремĕш ушкăнĕ Канашри сбор пунктне майăн 11-мĕшĕнче тухса кайĕ, ытти ушкăнсене çар чаçĕсене çирĕплетнĕ графикпа илсе кайĕç.


В.ТОЛМАТОВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика