АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Графикпа çÿрĕç

16 апреля 2016 г.

Çурхи-çуллахи тапхăрта, вырăслатсарах каласан, дачăри ĕçсем пуçлансан Чăваш Республикинче чукун çул транспорчĕн пĕлтерĕшĕ ÿсет. 

2016 çулта Чăваш Ен территорийĕнче пассажирсене турттарас ĕçе «Содружество» акционерсен уçă обществи ЧР Министрсен Кабинечĕпе тунă килĕшĕве тĕпе хурса çак маршрутсемпе пурнăçлать: «Канаш - Хусан - Канаш»; «Шупашкар - Канаш - Шупашкар»; «Канаш - Улатăр - Канаш», «Улатăр - Красный узел - Улатăр», «Çĕмĕрле - Канаш - Çĕмĕрле».
Кăçал хуласем хушшинче çÿрекен пуйăссен шутне чакарман. Çапла вара, Чăваш Республикинчи пур чукун çул сечĕсенче те пассажирсене турттарас ĕç туллин пурнăçланса пырĕ. Çавăнпа та пассажирсем тĕрлĕ улшăнусем пуласси пирки ан иккĕленччĕр.

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерстви.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика