16 апреля 2016 г.
Тикаш ял тăрăхĕнче пуçаруллă та пултаруллă çынсем сахал мар. Ку хутĕнче Тикаш ялĕнче пурăнакан хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ С.Грачев пирки сăмахăм пулĕ.
2013 çулта «Хăйсен ĕçне пуçаракан фермерсене пулăшу парасси çинчен» программăпа килĕшÿллĕн Сергей Геннадьевич 700 пин тенкĕ грант илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вăл выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите тăвассине малалла хăпартма тытăнать, «Романовски» ăратлă сурăхĕсене, çавăн пекех палăртнă ĕçсене пурнăçлама техника туянать. Мĕншĕн унашкал ăратлă сурăхсем усрама суйласа илтĕр тесен çапла хуравланă: «Вĕсене çăмăллăнах çутçанталăкăн пур условисенче те çитĕнтерме пулать. Шăрăхра та, сивĕре те çăмĕ вĕсене сыхлать. Çулталăкра вĕсем икĕ хутчен пăранлаççĕ. Çавăнпа та вĕсен шучĕ хăвăртах ÿсет». Çапла, паянхи кун хуçалăхра вĕсен йышĕ 110 пуçа çитнĕ. Аш-какайĕ те пахалăх тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăрать, туянакансем ăна ытларах килĕштеререх параççĕ», - каласа кăтартать С.Грачев фермер. Хуçалăхра ĕçĕ çав тери нумай ĕнтĕ. Ăна Лев пиччĕшĕ пулăшса пырать. Продукцие фермер Чăваш Республикинчи районсене кăна мар, ытти регионсене те ăсатать.
Акă, иртнĕ кунсенче район админстрацийĕн ялхуçалăхпа экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев асăннă хуçалăхра пулнă. Фермăри лару-тăрупа паллашнă май Николай Михайлович пуçаруллă ĕçшĕн ырланă, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн руководительне лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунса хăварнă.
Район администрацийĕн сайтĕнчен.
Источник: "Урмарская районная газета"