16 апреля 2016 г.

«Тăван ял, тăван çĕр çынна яланах хăй патне туртать», - тенине пурте пĕлеççĕ. Çын хăть те ăçта пурăнсан та тăван ялах хăй патне илĕртет. Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи Раймовсем пирки те çавнах калама пулать.
Кил хуçи хĕрарăмĕ Людмила Кирилловна çак ялти Ольга Ильинична Ильинапа Кирил Васильевич Васильев çемйинче çуралса ÿснĕ. Амăшĕ медицина ĕçченĕ пулнă май Людмила та ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Пĕр вăхăт хăйĕн профессийĕпе вăй хунă хыççăн урăх ĕçе куçать. Мăшăрне те, Николай Никифоровича, вăл хуларах тĕл пулса çемье çавăраççĕ. Кил хуçи Йĕпреç районĕнчен. Туслă çемье хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, мăнукĕсем те пур. Пĕр вăхăт Шупашкарта пурăннă хыççăн 15 çул каялла вĕсем Çĕнĕ Мăнтăр ялне ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне пурăнма куçаççĕ. Хуралтăсене майласа лартса выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраса хуçалăха тытса пыраççĕ. Икĕ çул каялла вĕсен ывăлĕ Станислав та яла куçса килсе ашшĕ-амăшне пулăшма тытăнать. Пахчинче тĕрлĕрен йывăçсем ÿсеççĕ, вĕлле хурчĕ те пур, унран та ытларах теплица туса лартса хĕлĕпех килти пахчаран симĕс сухан, петрушка, укроп, помидор-хăяр хăйсем валли туса илеççĕ. Ĕçлекене ĕç тупать тени кунта питех те вырăнлă. Ывăлĕ, Станислав Николаевич, ырă-сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе те ĕçлет. Вăл Чăваш Енри «Трезвая Чувашия» обществăлла организацин членĕ. Районти шкулсенче ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине тăтăшах ăнлантарать, çав хушăрах çĕр çинче экологи енчен таса пахча çимĕç çитĕнтерессипе те ĕçлет. Умра - пысăк тĕллев. Хальлĕхе продукцине хăйсем валли кăна туса илеççĕ пулсан, малашне сад пахчи ĕрчетес тата пысăкрах теплица туса лартас кăмăллă ĕçчен çемье. Шухăшлани пурнăçа кĕтĕрех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов Аслă Чак ял тăрăхĕнче çурхи ĕçсем еплерех пынипе паллашма килсен «Михайлов А.В.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче пулнă хыççăн Раймовсем патне те çитсе курнă. Вĕсене палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу суннă. Ял пурнăçне аталантарас текенсем тăрăшуллă пулнине палăртса ăшă сăмахсем каланă.
А.НИКОЛАЕВА.
Источник: "Урмарская районная газета"