16 апреля 2016 г.
«Пĕремĕкпе те, чĕн пиçиххипе те», - теççĕ-и-ха халăхра. Çак каларăш çĕр ыйтăвне тапратнă чухне аса килессе шутламанччĕ. Анчах шăпах çапла калама пулать пушă выртакан çĕрсем пусăçаврăнăшне епле кĕрсе пыни пирки. Чĕн пиçиххинчен пуçлар. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене хÿтĕлес, лайăхлатас тĕллевпе ятарлă ĕçсем ирттерменшĕн лаптăка туртса илме пултарасси - тахçанах çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Çакă пуш сăмах маррине - Раççей Россельхознадзорĕ 2013-2014 çулсенче 43,5 пин гектар туртса илес ĕç пуçарни те çирĕплетет.
Тепĕр самант - çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерни. Пĕлтĕр саккунсем улшăннă хыççăн ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курассин йĕркисене пăхăнманран пуçарнă административлă ĕçсен материалĕсене Налук службине ярса пама тытăнчĕ Россельхознадзор. Вĕсене тĕпе хурса çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерĕç те.
Çакна хăшĕ-пĕри туйса та илчĕ пулĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ Налук службине 55 административлă ĕçĕн материалне ярса панă. Налук служби çапла пĕлтерет: çак материалсем тăрăх тÿлеттерекен налук 900 пин тенкĕ ытла та пулса каять. Палăртмалла, çак укçа вырăнти ял тăрăхĕсен бюджетне пуянлатĕ.
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ 2015 çулта 9 уйăх хушшинче пуçарнă 104 административлă ĕçĕн материалĕсене Налук службине ярса панă.
Кунсăр пуçне, çĕрпе тĕллевлĕн усă курманшăн тÿлеттерекен штрафсен виçи 2015 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа палăрмаллах ÿснĕ. Ахаль çынсен тĕлĕшпе - лаптăкăн кадастр хакĕнчен 0,3-0,5 процент, анчах та 3 пин тенкĕрен кая мар, должноçри çынсен тĕлĕшпе - лаптăкăн кадастр хакĕнчен 0,5 - 1,5 процент, анчах та 50 пин тенкĕрен кая мар, юридици вăйĕнчи çынсен тĕлĕшпе - лаптăкăн кадастр хакĕнчен 2-12 процент, анчах та 200 пин тенкĕрен кая мар.
Унччен усă курман лаптăксене пусăçаврăнăшне кĕртме хавхалантармашкăн шантаракан патшалăх пулăшăвĕ - шăп çав пĕремĕк шутĕнче пултăр та.
Управленин постановленийĕсене пурнăçланă май кăçалхи 9 уйăхра 3634,3 гектар ?пĕлтĕр вара 4558 гектар/ пусăçаврăнăшне кĕртнĕ - çак кăтартусем мĕн çинчен те пулсан калаççех пуль. Кăçал Шупашкар, Çĕрпÿ, Куславкка, Вăрмар, Тăвай, Муркаш, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Елчĕк районĕсенчи хуçалăхсем тата çынсем унччен «каннă» лаптăксемпе усă курма пуçланă.
Республикăра юлашки çулсенче лаптăксене арендăна парас туртăм вăйлансах пырать. Пай çĕрсенчен хăйсен ирĕкĕпе «отказ» çыракансен йышĕ те ÿссе пырать. Пĕлтĕр, калăпăр, тĕрĕслевсем хыççăн пĕтĕмпе 72,67 гектар тĕлĕшпе çак ыйтăва çĕкленĕ пулсан, кăçал - 120,425 гектар тĕлĕшпе.
Чăн та ĕнтĕ, пахча çимĕç лартмалли лаптăксем çинче метр çÿллĕш çумкурăк ешернине курсан чун ыратса каять. Анчах та пирĕнте хресчен чунĕ пытаннах, несĕлĕмĕрсем никам та мар, хресченсем пулнă-çке, ĕмĕртен-ĕмĕре çĕре хисеплесе Çĕр-аннемĕр тенине, ăна тивĕçлĕн упранине паян ĕненме те йывăр. Çĕр пахалăхĕ унпа усă курманнине пула çулсерен япăхса пырать. Çавăнпа та ана - çĕре тата çут çанталăкăн ытти ресурсĕсене çав территорире пурăнакан халăхсен пурнăçĕн тата ĕç-хĕлĕн тĕревĕ пек упрамалла.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн республикăри
управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"