13 апреля 2016 г.

Тĕнче пуçланнăранпах пырать пуль ку - ачана мĕн чухлĕ капла е апла тума юрамасть тесе каласан, вăл пачах урăхла тăвать.
Çавăнпа та ĕнтĕ В.Маяковскин «Мĕн лайăх, мĕн начар» паллă сăввине тĕпе хурсах ачасене юнаса асăрхаттармасăр, районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта тата поселокри ача-пăча сачĕсенче ятарлă уроксем ирттернĕ, унта ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарнă. Çавăн пекех аслă ăрурисем те лайăх пĕлекен «Кошкин дом» сăвăлла юмах тăрăх спектакль кăтартассине йĕркеленĕ.
Уроксем вăхăтĕнче шкул çулне çитмен ачасене çулăм мĕнле пысăк инкек кÿме пултарнине çăмăл та ăнланмалли чĕлхепе каласа панă, шăпăрлансем пушарниксен чăн-чăн тум-тирне те тăхăнса пăхнă. Спектакль хыççăн 39-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем ачасем валли мастер-класс ирттернĕ - пушар машинипе, унта вырнаçтарнă инструментсемпе паллаштарнă ?ÿкерчĕк çинче/. Ĕлĕкренех «Çĕр хут илтиччен пĕр хут кур», - тенĕ ватăсем. Чăн та каларăш çиеле тухасса, ачасем çак мероприятире мĕн курнине ăша хывасса шанатпăр. Ĕмĕтсем татах та пысăкрах, тен, хăшĕ-пĕри пушарниксен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашнă хыççăн тепĕр темиçе çултан пирĕн вырăна та килĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Д.ГРИГОРЬЕВ, патшалaх пушар надзорeн Вaрмар районeнчи уйрaмeн начальникe.