АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăках мар, çапах та юбилей

13 апреля 2016 г.

Пысăках мар, çапах та юбилей

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш çын, Юрий Алексеевич Гагарин, космоса вĕçнĕренпе 55 çул çитнине, çирĕплетсех калама пулать, пĕтĕм тĕнче паллă турĕ. Çав вăхăтрах пирĕн республикăра та çак кун пысăках мар, анчах пĕлтерĕшлĕ юбилей тума сăлтав пулчĕ.

40 çул каялла, 1976 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче, Ю.Гагарин космос уçлăхне çĕкленнĕренпе 15 çул çитнĕ кун Шупашкарта чаплă лару-тăрура Ленин проспекчĕпе Гагарин урамĕ хĕресленнĕ вырăнта «Космос пионерĕ Юрий Алексеевич Гагарин» скульптурăллă комплекса уçнă. Савăнăçлă митинга ун чухне Шупашкар хулин ĕççыннисен депутачĕсен Совечĕн ĕçтăвком председателĕ Р.Ильяной уçса чи малтанах Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн председательне С.Ислюкова сăмах панă. Семен Матвеевич Ю.Гагаринăн иксĕлми паттăрлăхне палăртнă, скульптура комплексĕн авторĕсене - РСФСР тава тивĕçлĕ художникне Г.Постникова, Б.Шимарев архитектора тата Греков ячĕллĕ çар художникĕсен студине тав тунă. Пухăннисем умĕнче çавăн пекех Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ А.Николаев, Шупашкарти электроаппаратура заводĕнчи намотчица Л.Наумова тухса калаçнă, Космонавтика кунĕпе саламланă.
Скульптура композицине уçма виççĕмĕш космонавт А.Николаев, электроаппаратура завочĕн мастерĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Орлов, пир-авăр комбиначĕн пир тĕртекенĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Ю.Петрова тивĕçнĕ.
Палăка уçнă çĕре КПСС Тĕп Комитечĕн членĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И.Прокопьев, хуласен руководителĕсем хутшăннă.

Первоисточник: А.МАКСИМОВ, архивист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика