АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăва усăллă йĕркелер

13 апреля 2016 г.

Канăва усăллă йĕркелер

Вĕренÿ çулĕн юлашки 4-мĕш чĕрĕкĕ пырать. Çавна май вĕренекенсен çуллахи канăвĕ пирки паянах шухăшламалла. Ачасен канăвне усăллă йĕркелес тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттермелли пирки район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕнчен Ю.Соколовран ыйтрăмăр. 

_ Юрий Васильевич, ачасен çуллахи канăвне сывлăхшăн усăллă йĕркелесси, ăс-тăнпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма май паракан мероприятисем ирттересси, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнса çул çитмен çамрăксене кану вăхăтĕнче ку е вăл предприятисенче ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси _ пĕтĕмпех вăхăтра туса ирттермелли ĕçсем. Паллах, кунта укçа-тенкĕсĕр пулмасть ĕнтĕ...
_ Çапла. Кăçал районти шкулсен çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсене йĕркелесе яма муниципалитет бюджетĕнчен 310,8 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕ вара кăнтăрлахи вăхăтра ĕçлекен 12 шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерьне тытса тăма çитет. Ĕçпе кану лагерĕсем июнĕн 1-мĕшĕнчен ачасене йышăнĕç, пĕр смена 21 кун хушши пырĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсенче кăçал 185 ача сывлăхĕсене çирĕплетĕ. Кунта ачасене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Пĕр кунхи апатлану хакĕ пĕр ача пуçне 80 тенкĕпе танлашать. Палăртса хăвармалла, ытти çулсенчи пекех çамрăк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» вăййисем Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул бази çинче йĕркеленĕ вăхăтлăх лагерьте майăн 27-29-мĕшĕсенче иртĕ. 
_ Тавах. Хăшĕ-пĕри ĕçпе кану лагерĕнче сывлăхне çирĕплетĕ.Теприсем вара çуллахи канăва тăван кĕтесрен аяккарах ирттерме пăхĕç. Вĕсен вара ку е вăл кану лагерĕнче канмашкăн вăхăтра путевкине туянас пулать. Вулакансене ку енĕпе тĕпленрех паллаштарсан аван пулĕ. 
_ Иртнĕ çулсенчи пекех сывлăха çирĕплетмелли лагере каймалли путевкăсем илес пирки çырнă заявленисене автоматизаци мелĕпе пурнăçлаççĕ. Кашни шкултах ятарлă операторсем ĕçлĕç. 100 ача пуçне пĕр оператор лекет. Районсенче тата пысăках мар хуласенче заявкăсене 2016 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче йышăнĕç. Ачасен çуллахи канăвне йĕркелеме муниципалитет бюджетĕнчен 2437,1 пин тенкĕ уйăрнă. Путевкăн бюджет хакĕ 12952 тенкĕпе танлашать. Ашшĕ-амăшĕн путевкăшăн тÿлемелли хакĕ 5 процентран пуçласа 50 процент таран пулĕ. Тÿлевсĕр путевкăсене сахал тупăшлă çемьери ачасем, инвалид ачасем, тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем, 5 тата ытларах ачаллă çемьери ачасем, ăнăçсăр çемьери ачасем валли параççĕ. 
Паянхи кун Вăрмар район территорийĕнчи «Романтика» сывлăха çирĕплетмелли лагерьте 120 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене пурнăçланă та ĕнтĕ. Хăтлă та çутă пÿлĕмсем ачасене кĕтеççĕ. Асăнса хăвармалла, пĕлтĕр юсав ĕçĕсене тĕпрен пурнăçланă _ корпуссен чÿречисене, ачасен пÿлĕмĕсене кĕмелли алăкĕсене, çивиттисене йăлтах улăштарнă, пĕтĕмпех çĕнĕ сĕтел-пукан, апат пĕçерсе хатĕрлемелли хальхи йышши оборудовани тата ытти тĕрлĕрен япаласем туяннă. Çапла, сывлăха çирĕплетмешкĕн, пур енлĕ канмашкăн условисем çителĕклĕ. Халичченхи пекех районти тĕп больницăн медицина ĕçченĕсем ачасен сывлăхне пăхса тăрĕç. Çавăнпа та хамăр патăрта каннинчен ырри нимĕн те çук, теессĕм килет. Кăçал та лагерь 4 сменăпа ?21-шер кун/ ĕçлĕ. Пĕрремĕш смена ачасене июнĕн 1-мĕшĕнчен йышăнĕ. Кашни сменăра 80 ача-пăча сывлăхĕсене çирĕплетĕ. Пĕр кунхи апатлану пĕр ача пуçне 249 тенкĕпе танлашĕ. 
_ Ĕçпе канăва ылмаштарни _ чи лайăх кану, теççĕ. Ачасенчен хăшĕ-пĕри, тен, çуллахи каникул вăхăтĕнче укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тейĕ. Ку енĕпе çулсеренех райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕпе спорт управленийĕ тата «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕ çулсеренех нумай ĕç туса ирттерни çĕнĕлĕх мар. Паянхи куна илсен çак енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши;
_ Кăçал та районта планпа çул çитмен 401 ачана ĕçпе тивĕçтерме пăхнă. Çак ĕçе пурнăçлама пĕтĕмпе 170, 4 пин тенкĕ уйăрнă. Çакна палăртмалла, кунта ытларах ăнăçсăр çемьесенчи тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен профилактика органĕсенче учетра тăракан ачасене тимлĕх уйăраççĕ, вĕсем укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарччăр тесе тăрăшаççĕ. Паянхи куна илсен районти шкулсенчи çул çитмен 96 ачана ĕçе вырнаçтарма 7 ĕç килĕшĕвне çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Кашни ача вăхăтпа туллин усă курма тата ăна хаклама вĕрентĕр тесен пирĕн, аслисен, паян пур енлĕн тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен паян тăрăшни ыран çитĕнÿ, ÿсĕм тума май парать. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика