АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç таппинчен юлма памасть

13 апреля 2016 г.

Пурнăç таппинчен юлма памасть

Кăçалхи районти паллă пулăмсене аса илсессĕн, чи малтанах «Хĕрлĕ ялав» хаçат ноябрĕн 15-мĕшĕнче 85 çул тултарни пуçа килет. Пĕрре те ахальтен мар, мĕншĕн тесен район хыпарçине мăшăрпа, Василий Петрович Петровпа, пĕр сиктермесĕр çырăнса илме пуçланăранпа пирĕншĕн те юбилей - 50 çул.

Урнар ялĕнче çуралнăскер, ялти шкултан вĕренсе тухсан куçăмсăр майпа Вăрнарти техникумра вĕренсе ветеринари фельдшерĕн специальноçне алла илтĕм, 1959 çулта «Авангард» колхозра хамăн специальноçпа ĕçлеме пуçларăм. 1961 çулта Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕтĕм те ăна 1966 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтертĕм. Çак йĕркесене çыратăп та кăçал манăн иккĕллĕ юбилей те килсе тухать-çке тесе шутлатăп - пĕрне çÿлерех асăнтăм, тепри вара - аслă пĕлÿ илнĕренпе аллă çул çитни. 
Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать-çке - кулленхи ĕçе, çемье пурнăçне пуçĕпе кĕрсе кайсассăн çакна туймастăн та. Халĕ тивĕçлĕ канура пулнă май иртнине аса илтерсе тăраканни вара «Хĕрлĕ ялав» хаçат пулнине чĕррĕн туйса тăратăп. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна пĕр чарăнмаср çур ĕмĕр çырăнса илетпĕр эпир çемьере. Сыхланса юлнă уйрăм номерсене пăхатăп та - район кун-çулĕ куç умне ретĕн-ретĕн тухса тăрать. 50 çул хушшинче миçе редактор, литература сотрудникĕ улшăнман-ши, анчах хаçат хăйĕн çулĕнчен пăрăнмасть - районта пулса иртекен тĕп хыпарсене ăнлануллă чĕлхепе çынсем патне вăхăтра та туллин илсе çитерет. Телевизорĕ те, радиовĕ те пур, компьютерпа та таçта та кĕрсе тухма пулать, анчах тăван тăрăхри хыпар, районăн кулленхи пурнăçĕ туллин «Хĕрлĕ ялав» хаçатра кăна сăнланать. Çавăнпа та кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетпĕр мăшăрпа - тăван тăрăх таппинчен пĕрре те юлас килмест. Халăхра «Хыпар кайăкĕ хыт вĕçет» тенĕ. Районта ăна вĕçтерекенĕ вара - «Хĕрлĕ ялав» хаçат.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПЕТРОВА /Маслова/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика