АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пассажирсен кунĕнче пĕр-пĕрне шанса калаçрĕç

13 апреля 2016 г.

Пассажирсен кунĕнче пĕр-пĕрне шанса калаçрĕç

Пурнăç кунран-кун çĕнелсе, улшăнса пырать. Çĕнĕлĕхсем тăтăшах пурнăçа кĕреççĕ.  Тĕслĕхрен, кăмрăк-вутпа хутса çÿрекен пăравусран электричество вăйĕпе усă курса çынсене кирлĕ çĕре çитерекен поезд таранах. Вĕсем вара  тĕрлĕ  таварсене те, пассажирсене те  калла-малла турттараççĕ.

Иртнĕ кунсенче кăна-ха акционерсен уçă обществин «Содружество» компанийĕ чукун çулпа илсе çÿрекен 6353 номерлĕ «Хусан-Канаш» электропоезд çинче «Пассажирсен кунне» йĕркеленĕ. Çак кун поездăн пĕрремĕш вакунне кăмăл тăвакан кашни çын хăйсен ыйтăвĕсемпе пыма пултарнă. Пассажир кунĕнче Горкий чукун çул начальникĕн заместителĕ А.Черемнов, «Содружество» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ А.Ахметшин, пассажирсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тата тавар турттарассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Еремцов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, унăн заместителĕ А.Михайлов та хутшăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов Вăрмар станцийĕнчи чукун çул вокзалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă тата пассажирсемпе тĕл пулнă. Кунта ытларах халăха куллен миçе электропоезд илсе çÿрени тата пассажирсен ыйтăвне поезд çинче еплерех татса пани пирки пынă калаçу. Вĕсене ытларах ирхине Канаш станцине, каçхине ĕç хыççăн Хусан еннелле каякан электропоезд çÿременни пăшăрхантарнă. Пассажирсене хумхантаракан ыйтусене районти яваплă çынсем «Содружество» акционерсен уçă обществин руководителĕсем патне çитернĕ. 
Çак кун ытларах пĕр-пĕрне шанса калаçни палăрнă. Куллен поездпа çÿрекенсем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене çывăх вăхăтрах татса парасса шанаççĕ.

Первоисточник: Н.ШИШКИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика