АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв аталанăвĕ вĕрентекенсенчен килет

29 марта 2016 г.

Çĕршыв аталанăвĕ вĕрентекенсенчен килет

Обществăшăн çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани парасси - чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Кашни вĕрентекен, воспитатель çакна тивĕçлĕ шайра пурнăçлас тесе пысăк тÿпе хывать. Çулсерен чи лайăх педагога, класс руководительне, воспитателе палăртас тĕлĕшпе конкурссем ирттерни вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсене хăйсен тĕллевĕсене хавхаланса пурнăçлама хистет.

Мартăн 24-мĕшĕнчен пуçласа шкулсенче çуркуннехи каникул пуçланчĕ. Ачасем канаççĕ, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ.

Районти культурăпа кану центрĕнче вара «Çулталăк вĕрентекенĕ-2016», «Чи лайăх класс руководителĕ», «Чи лайăх воспитатель» конкурссене пĕтĕмлетрĕç. Вĕсем массăллăхпа палăрса тăнине çак цифрăсем питĕ лайăх çирĕплетсе параççĕ: «Çулталăк вĕрентекенĕ-2016» ята илес тесе конкурсăн тĕрлĕ тапхăрне - 17, «Чи лайăх класс руководителĕ» ята тивĕçес тесе 17 вĕрентекен хутшăнма кăмăл тунă, «Çулталăк воспитателĕ» ята илес тесе - 10 воспитатель.

Педагогсемпе шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракан учрежденисенчи ĕçченсене район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламларĕç. 2016 çул Раççейре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май, районти яваплă çынсем вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсене çак пулăмпа саламласа вĕсем çĕршыв пуласлăхĕшĕн тĕрлĕ енĕпе ĕçлекен çынсем хатĕрленине палăртса тав турĕç. Конкурс финалисчĕсем, тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерÿçĕ ячĕсене тивĕçнисем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи пурнăç куллен улшăнса пырать, вĕрентекенсем вара мал ĕмĕтлĕ пулса пурнăçа малашлăхпа пăхаççĕ, çитĕнÿсем тăваççĕ. Вĕсене чысларĕç те ĕнтĕ мартăн 25-мĕшĕнче районти культурăпа кану çуртĕнче. «Çулталăк вĕрентекенĕ-2016» ята Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.Теплова, «Чи лайăх класс руководителĕ» ята Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вырăс чĕлхине вĕрентекен, 8 «в» класс руководителĕ И.Иванова, «Çулталăк воспитателĕ» ята Вăрмар поселокĕнчи 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача-пăча садĕнчи воспитатель Н.Петрова тивĕçрĕç (ÿкерчĕк çинче).

«Çулталăк вĕрентекенĕ-2016» ята тивĕçнĕ Р.Теплова район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика