31 марта 2016 г.
Раççей территорийĕнче кăçал çанталăк февраль уйăхĕнче ăшăтма тытăнчĕ, çавна май Чăваш Енре те сывлăш температури 3 градус таран ăшă пулчĕ. Тăтăшах йĕпе юр тата çумăр çунипе, кăнтăрла хĕвел ытларах хĕртнипе юр ирĕле пуçларĕ тата юханшывсенче пăр ирĕлеслĕхĕ те васкарĕ. Пăр сийĕн структури тата çирĕплĕхĕ улшăнчĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти шыв хранилищинчи пăр çаплипех тăрать - хулăнăшĕ 12-15 см пулсан та çирĕплĕхĕ самаях чакнă. Вырăн-вырăнпа пăр çурăла-çурăла пĕтнĕ, хăш-пĕр çĕрте пăр сийĕ пĕр-пĕринчен уйрăлнă. Çавăнпа та пăр çине кĕме питех те хăрушă.
Çурхи пăр хăрушă, терĕмĕр. Вăл ирĕлсе хăйĕн çирĕплĕхне çухатать. Каçхи сивĕпе хытса ларни пушшех те ултавлă. Çавăнпа та çуркунне пăр урлă каçма та, ун çийĕн ярăнма та юрамасть. Хĕллехи кунсенче пулă тытнă вырăнта уйрăмах асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен çак вырăнта пăр ытти çĕртипе танлаштарсан çÿхерех. Çыран хĕррипе аннă чухне те асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен пăр çанталăк ăшăннăçемĕн çырантан уйрăлса пырать, пăр айне сывлăш тулать. Тăтăшах шыв юхса тăракан вырăнти тата шывра ÿсекен йывăç-тĕмсем таврари пăр çав тери шанчăксăр.
Пăр çине тухма юраманни çинчен палăртса çырнă аншлагсем пур пулсан унта тÿрех кĕрсе кайма ан васкăр. Çÿллĕ çыран хĕрринче тăма та хăрушă, мĕншĕн тесен шыв юххи çĕре юхтарса кайса вăл анса ларма пултарассине шута илĕр. Çавăн пекех пăр мĕн тĕслĕ курăннине те сăнама хăнăхăр: таса мар сĕт пек курăнакан тата сарă-сăрă тĕслĕ пăр ним мар татăлса анса кайма пултарать. Юрпа витĕннĕ пăр та çыншăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çыран хĕрринчи пăра тĕксе ярас тесе тăрăшни те сире инкек умне илсе çитерме пултарать.
Çурхи шыв-шур уйрăмах ачасемшĕн хăрушă, мĕншĕн тесен çак вăхăтра вĕсемшĕн пурте питĕ интереслĕ. Çанталăк ăшă чухне выляс, савăнас та килет, пулă та тытма васкаççĕ, йĕпе пăр сийĕпе ярăнма юратаççĕ, çыран хĕрне пырса пăр кайнине сăнаççĕ тата ытти те. Ачасем ăçта çÿренине тата вылянине тăтăшах сăнаса тăрăр, вĕсене пĕччен ан хăварăр. Инкек куçа курăнса килмест, харпăр хăй асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: П.ПЛОТНИКОВ