31 марта 2016 г.

Етĕрне районĕнче республикăри районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен ялхуçалăх ĕçĕсене пăхса тăракан заместителĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен руководителĕсем пуçтарăннă.
Çураки умĕн республикăри агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсем Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕпе С.Артамоновпа тата Чăваш Енри Россельхозцентрăн, Госсорткомиссин, Гостехнадзорăн, Гидрометеоцентрăн, ялхуçалăхăн наукăпа тĕпчев институчĕн, кредит тата страхлакан учрежденисен специалисчĕсемпе тĕл пулса çуракине ăнăçлă ирттерсе ярасси пирки тата хăш-пĕр кăсăклантаракан ыйтусем тавра калаçнă.
Семинара хутшăннисем пысăк кăмăлпа сĕт продукчĕсем туса кăларакан Атăл тăрăхĕнчи чи пысăк предприятисенчен пĕрне «Ядринмолоко» акционерсен уçă обществине тата Чăваш Енри ăратлă лашасем ĕрчетекен Чапаев ячĕллĕ пĕртен-пĕр предприятине çитсе курнă.
Хальхи вăхăтри электрооборудованипе туллин тивĕçтернĕ 350 лаша вăйлĕ «Кировец» К-744Р2 трактор уççине панинчен пуçланнă семинарăн практикăлла пайĕ. Ăна пирĕн районти «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхăн руководителĕ Г.Ямуков тивĕçлĕ пулнă. Пур агротехникăлла требованисене пурнăçласан ку тракторпа çулталăкра 5000 гектара яхăн çĕре хатĕрлесе ун çинче тĕрлĕ культурăсем акса-лартса туса илме пулать. Вăл пысăк тухăç пама пултаракан шанчăклă конструкциллĕ, энергие перекетлекен тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлакан трактор.
Ăна «Петербургри трактор туса кăларакан завод» акционерсен хупă обществинче туса кăлараççĕ. Трактора Чăваш Республикинчи «Агромашснаб» акционерсен уçă обществи урлă 25 процент йÿнетсе сутаççĕ. Унăн хакĕ - 5,7 млн тенкĕ, ют çĕршывран илсе килнипе танлаштарсан 2 хут йÿнĕрех.
Агропромышленноç ĕçченĕсем умĕнче ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов тухса калаçнă май çапла каланă: «Пирĕн ума яваплă тапхăр, çураки çитсе тăчĕ. Эпир ăна кĕске вăхăтра, агротехника требованийĕсене кирлĕ пек пурнăçласа ирттерсен пахалăхлă тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене тата тымар çимĕçе пухса илме пултаратпăр. Çапла вара республикăра пурăнакансене хамăр таварпах тивĕçтерĕпĕр», - тенĕ министр. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев агропромышленноç ĕçченĕсем умне яваплă задачăсем тăратнине тата ăна пурте пĕрле çине тăрсан пурнăçлама пултарассине те шантарсах каланă министр.
Çакна пурнăçлама ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер% хуçалăхĕсенче пур майсем те çителĕклех.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВ