02 апреля 2016 г.

2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннине халалланă. Республикăра, çав шутра пирĕн районта та тĕрлĕ сферăсенче нумай çул ĕçлесе палăрнисем нумай. Вĕсене пирĕн республикăра чăннипех те хисепе хураççĕ.
Иртнĕ кунсенче кăна-ха «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин тĕп инженерне Юрий Петрович НИКОНОРОВА ялхуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пани çинчен пĕлтĕмĕр. Вăл çак хисепе хăйĕн ĕçне пĕлсе, яваплăха туйса пурнăçланипе тивĕçнĕ. Унччен вара унăн нумай вăй хума тивнĕ. Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕскер шкул вĕренсе пĕтерсен Шупашкарти Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Унтан инженер-механик дипломне илсен пĕр вăхăт Ярославль облаçĕнчи пĕр хуçалăхра вăй хунă. Çамрăк каччă çакăнтанах тăван çĕршыва сыхлама тухса каять. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет тенĕ пек салтак тивĕçне татсан вăл тăван вырăнах таврăнать. 1980 çулта пуçланать те ĕнтĕ унăн ĕç кун-çулĕ. Вăл «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче инженер-механикра вăй хума тытăнать. Салтакран тин килнĕ çамрăка çĕр ĕçченĕн аксакалĕсем хушшинче ĕçлеме çăмăлах та пулман пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнине аса илсен пичĕ çинче кулă çеç палăрчĕ. «Малтанах ĕçе пуçарса яма никамшăн та çăмăл мар ĕнтĕ. Юрать-ха мана кунти ăста механизаторсемпе хуçалăха ертсе пыракансем пулăшса, вĕрентсе пычĕç», - тет Юрий Петрович сăпайлăн. Çын хăй тăрăшмасан ĕç малалла кайманнине пурте пĕлеççĕ-ха ĕнтĕ. Юрий Петровича пур енĕпе те пулăшса пыраканĕ вара - çумри мăшăрĕ - Елена Петровна. Вăл Вăрмар поселокĕнчи «Березка» ача сачĕн заведующийĕнче нумай çул вăй хурать. Ятлă-сумлă çемьере пĕр хĕрпе ывăл çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Вĕсен икĕ мăнук. Институтри ăс пухнă пĕлĕвĕпе, аслисем каланине пуçа хурса ĕçленипе çакăн пек хисепе тивĕçнĕ ĕнтĕ хуçалăхри тĕп инженер.1982 çултанпах çак должноçпа пĕр улшăнмасăр вăй хурать пултаруллă ялхуçалăх ĕçченĕ. Ю.Никоноров пирки хуçалăхри генеральнăй директорĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Е.Тимофеева, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев та ырăпа кăна каларĕç. Тăрăшуллă та пултаруллă, хăйĕн ĕçне куç хупса пĕлекен тĕп инженер хисеплĕ сăмаха тивĕçлех.
Хальхи вăхăтра хуçалăхра çуракине хатĕрленсе ялхуçалăх техникисене юсаççĕ, вăрлăха кондицие çитерессипе ĕçлеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА